ЕШЕРТĔР САД, ИЛЕМ КỸТĔР ЧЕЧЕК...
ЙЫВĂÇ лартасси, чечек ĕрчетесси пирки хĕлле çырни вырăнлă мар, тейĕ мана вулакан. Анчах та çак шухăшпа килĕшесех килмест. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2005 çула Садсемпе парксен çулталăкĕ тесе пĕлтерни те çапла тума хистет. Хĕл кунĕсенчех пирĕн çуркуннепе çулла мĕн ĕçлесси пирки шутламалла, укçа-тенкĕ, стройматериалсен ыйтăвне татса памалла. Чи кирли _ халăхпа ĕçлемелле, çынсен ăнланулăхне ỹстермелле, тирпей-илемшĕн тăрăшма вĕрентмелле. Садсемпе парксен çулталăкне хатĕрленсе, районта иртнĕ кĕркуннех чылай ĕç тунă. Ялсенче те ĕçлемен мар. Çапах та ку çеç çителĕксĕр. Район администрацийĕ çирĕплетнĕ меропряитисен планĕпе килĕшỹллĕн, кăçал пин-пин тĕп йывăçпа тĕм лартмалла, çĕршер чечек клумби тумалла, чи хитре чечексем ĕрчетмелле. Шăмăршă районĕ ахальте республикăра чи тирпейли пулсан (ку вăл ỹстерсе калани мар _ журналист ĕçĕпе таçта та çитсе курнă), кăçал тата та илемленĕ. Хуть те мĕнле ырă пуçару та, халăх хастарлăхĕ пысăк пулмасан, сỹнме пултарать. Апла ан пултăр тесен, ял администацийĕсен çынсемпе ĕçлессине чăн мала хумалла. Районта "Чи илемлĕ ял", "Чи тирпейлĕ кил-çурт", "Чи пуян хушма хуçалăх" ятсене тивĕç пулассишĕн чăн-чăн ăмăрту сарăлса кайтăрччĕ. Ним пытармалли те çук, тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе пурте кар тăрса ĕçлеместĕпĕр-ха. Республика кунне хатĕрленсе, Шăмăршăри мĕнпур çỹп-çапа тасатса тирпейленĕччĕ, паян вара саккунсăр "свалкăсем" каллех куçа тăрăнаççĕ. Ялсем шăмăршăсенчен "тĕслĕх" илеççĕ. Нивушлĕ пысăк хăнасем килес умĕн кăна урамсене тирпейлемелле-ши? Тăван ял çулталăкĕпех илемлĕ пулсан, хамăршăнах лайăх мар-и? Иртнĕ кунсенче кăна-ха Виçпỹрт Шăмрăшра пулма тиврĕ. Ман умрах пĕр çамрăк хĕрарăм витринчи тасамарлăха урама тăкрĕ. Кун пек тума юраманни çинчен асăрхаттартăм та, ик-виç хутлă усал сăмахсемпе янăрашма тытăнчĕ. Ним те тăваймăн, аллăма султăм та, иртсе кайрăм... Лартнă йывăçсене, чечексене пăхса ỹстересси те _ уйрăм калаçу. Качакасемпе ытти выльăх-чĕрлĕх мăшкăлне курас марччĕ. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ пĕччен пурне те хуралласа пĕтереймĕ, кашни çыннăн яваплăха туймалла. Тăван тавралăх илемне ỹстересси, çуралнă ял йывăçлă та чечеклĕ пултăр тесе тăрăшасси пурсăмăрăн тивĕç мар-и-ха, ентешсем?