Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Анатолий УХТИЯРОВ: "ШĂМĂРШĂ ÇĔРĔСĔР ПУРĂНМА ТА ПУЛТАРАЙМАСТĂП..."

Пирĕн ентешсенчен нумайăшĕ Чăваш Енрен тата Шăмăршă тăрăхĕнчен аякра пурăнаççĕ, анчах та вĕсем тăван районпа çыхăну тытма пăрахмаççĕ. Вĕсенчен пĕринпе _ юридици наукисен кандидачĕпе, Чăваш Республикин парламенчĕн Право ĕçĕсен управленийĕн начальникĕпе А.И.Ухтияровпа _ пирĕн корреспондент тĕл пулса калаçнă. _ Анатолий Ильич, Эсир Шупашкарта пурăнсан та пирĕн хаçатпа çыхăну тытма пăрахмастăр, Сирĕн статьăрсем "Шăмăршă хыпарĕнче" пичетленсех тăраççĕ. Мĕн хистет-ха Сире çак ĕçе хутшăнма? Патшалăхăн яваплă службине ертсе пынă май, хаçат валли материалсем хатĕрлеме вăхăтăр та çукрах пулĕ? _Чăваш Ен территорийĕ пысăках мар, эпĕ Шăмăршăран 160 километрта пурăнни мана сирĕн хаçатăрпа туслă пулма нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Журналистсемпе тĕл пулса калаçнисĕр пуçне, эпĕ электронлă почта тата факс урлă та çыхăну тытатăп. Тĕрĕссипе каласан, эпĕ Шăмăршă çĕрĕсĕр пурăнма та пултараймастăп, тăван тăрăха чунтан юратни мана хавхалану кỹрсех тăрать. _Сирĕншĕн 2004 çул мĕнпе асра юлчĕ-ха тата çак çулпа хăвăрăн мĕнле аса илĕвĕрсене çыхăнтаратăр? _Пурнăçра эпир пурсăмăр та лирик та, поэт та. Юрăри çак сăмахсем асăма килеççĕ: "Çулсем, эсир чĕлтĕрти хĕлĕх евĕр, перĕнен те, хĕлĕх янăрать". Çак хĕлĕх янăравĕ мана 2004 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Шăмăрша Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин килсе кайнине аса илтерет. Историшĕн питĕ паллă çакнашкал событи пирĕн патăрта урăх пуласси иккĕлентерет. Шăмăршăсем _ чăннипех те телейлĕ çав. _Пирĕн хаçата вулакансем 1995 çултах Сирĕн пулас кĕнекĕрпе _ Эсир Шăмăршăпа Виçпỹрт Шăмăршă çинчен çырнă хайлавсемпе _ паллашма пултарчĕç. Патшалăх ĕçĕ нумай тесе, Эсир тăван тавралăх ыйтăвĕсемпе интересленме пăрахман-и? _Кăçал "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра "Родимый край - село родное" кĕнекен тĕп пайĕсем пичетленнĕренпе шăпах 10 çул çитет. Хаçатра вырăн панипе усă курса , ентешсене çак кĕнекери хăш-пĕр паллăрах пулăмсем çинчен аса илетересшĕн. Пĕрремĕшĕ _ Шăмăршă ялĕ хăçан пуçланса кайнине çывхартса пĕлтерни _ 1642 -мĕш çул. Яла йĕркелекенсем _ Кокшайск уесĕнчи Чемурша вулăсĕнчен (халĕ _ Марий Эл территорийĕ) куçса килнисем. Иккĕмĕшĕ _ Шăмăршă пуçланса кайнăранпа кунта пурĕ 4 чиркỹ туса лартнă, хальхи - пиллĕкмĕш. Çапах та ман кĕнеке ытларах Виçпỹрт Шăмăршă ялĕн историйĕпе паллаштарать. Кунта 1913 çулта хресченсем укçа пуçтарса II Александр патша-император бюст-палăкне лартнине паян пĕлекен те çук пулĕ. Палăк ахальтен çĕкленмен _ хресченсем патша 1861 çулта крепостла йĕркене пăрахăçланăранпа 50 çул çитнине чунтан тав тунă. Эпĕ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн ун чухнехи редакторне П.И.Фомина 1995 çулта хаçатăн 8 номерĕнче тăван ен историне тĕпчесе çырнă статьясене пичетлеме май туса панăшăн ырăпа кăна аса илетĕп. Тавралăха тĕпчесси ялсен историне, çынсен кун-çулне тĕпчессипе уйрăлми çыхăннă. Çавăнпа та паллă поэт сăмахĕсем асăма килеçççĕ: "Мой край! Тобой горжусь счастливый, Мне вечно дорог твой простор, - Равнин цветущие разливы, Тревожный сумеречный бор". Шăмăршă тăрăхĕн историйĕпе интересленес туйăм манăн пĕрре те чакман, пачах урăхла, чунри хĕлхем вăйлăран та вăйлăрах ялкăшать. Çакă В.И. Максимов Шăмăршă çинчен çырнă темиçе кĕнекепе паллашнă хыççăн тата ытларах палăрма тытăнчĕ. Василий Иванович тăван тавралăх çинчен унччен халăх пĕлмен тĕлĕнмелле тĕслĕхсем нумай илсе кăтартать, анчах та, питĕ шел, вĕсем пĕр хулăн кĕнекере мар _ темиçе çỹхе кĕнекере вырăн тупнă. Ытти районсенчи пек нумай тиражлă, пысăк форматлă кĕнеке пичетлесе кăларсан, В.И.Максимовăн ĕçне тата та пысăкрах хак пама пулĕччĕ. _Паллă ĕнтĕ, пĕлтĕр Анат Чаткаспа Виçпỹрт Шăмăрша "сала" статус пачĕç. Кун пирки мĕн калама пултаратăр? _Çапла, 2004 çулта истори чăнлăхĕ çиеле тухрĕ. Чăваш Республикин "Чăваш Республикин администраципе территори устройстви çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн, социаллă-культурăллă, хуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсем пур, ялта чиркỹ ĕçлет е унччен чиркỹ пулнă яла "сала" темелле. Анат Чаткасра вара 1839 çулта, Виçпỹрт Шăмăршăра 1904 çулта чиркỹ уçăлни паллă. Пĕлтĕрхи октябрĕн 29-мĕшĕнче пирĕн республика парламенчĕ çак ялсене "сала" ят парса питĕ тĕрĕс турĕ. Чăнах та, ялта пулнă чух эпĕ хăшĕсем çапла каланине те илтетĕп: "Виçпỹрт Шăмăршă аул-и, сала-и _ ятне панипе сĕтел çинче какай пулмасть". Кашнин хăйĕн шухăшĕ, паллах, анчах та мана _ юриста _ çак çынсем пурнăç хакне тата илемне пĕлмесĕр, хырăмшăн кăна пурăнни тĕлĕнтерет. Çапах та ăслă-тăнлă çынсем ытларах. Çак ыйтăва татса панă чух Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, район депутачĕсем, Виçпỹрт Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Э.Кузьмин, ял çыннисем хăйсем чăн-чăн патриотсем пулнине кăтартса пани чĕререн савăнтарать. _Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çак икĕ яла "сала" ят партарассишĕн Эсир хăвăр та нумай тăрăшнă. _Сирĕн сăмахăр тĕрĕссине йышăнатăп. _2005 çул пирĕншĕн пуриншĕн те Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнипе паллă. Тăван ялтан, районтан аякра пурăнакан ентеше ку тĕлĕшпе мĕнле ыйтусем хумхантараççĕ-ха? _Ман шутпа, шăпана пула урăх çĕрте пурăнма тивсен те çыннăн шухăшпа тата ĕçпе çуралнă çĕршывпа пĕрле пулмалла, тăвансене тата çывăх çынсене асра тытмалла. Ун чухне вăл тăван тăрăх ырă ĕçсем тума вăй парса тăнине яланах туйса тăрĕ. Çак историллĕ дата тĕлне тăван ялта Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка çĕнетме пулăшайманшăн чĕререн пăшăрханатăп. Ял администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Э.Кузьминпа пĕрле эпир Шупашкарта çĕнĕ палăкăн эскиз-проектне хатĕрлекен специалистсемпе тĕл пултăмăр. Эскиз-проект хатĕр ĕнтĕ, палăка ялти Культура çурчĕ умне вырнаçтармаллаччĕ. Анчах та финанс тĕлĕшĕнчен йывăрлăхсем тухса тăнипе ырă ĕç чарăнса ларчĕ. Тен, пирĕн сасса укçа-тенкĕллĕ ентешсем илтĕç, ялта çĕнĕ палăк лартма пулăшĕç? Тепĕр шухăш та пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă кашни çынна, çав шутра фронтран таврăнайман 160 ентеше ĕмĕр асра юлмалла тăвасчĕ. Мĕнле майпа? Çăмăл ыйту мар ку. Акă, Куславкка районĕнчи пĕр ялта вăрçă участникĕсен, вăрçăран таврăнайманнисен тата фронтра пуç хунисен ячĕсене ятарласа тунă стелла çине çырса хунă. Кун пирки пирĕн те шухăшласа пăхмалăх пур. _Анатолий Ильич, Шăмăршăра туссем нумай-и? _Шăмăршă вăтам шкулĕнчен эпĕ 1969 çулта вĕренсе тухнă, унтанпа тăван тăрăхпа çыхăну тытма пăрахман. 30 çул ытла ĕнтĕ отпуска атте килĕнче ирттертĕм. Манăн туссем питĕ нумай. Май пуррипе усă курса, мĕнпур тус-юлташа, пĕрле вĕреннисене, ентешсене ырлăх-сывлăх, телей сунасшăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться