СУМ КỸРЕТ АРÇЫННА САЛТАК АТТИ
Ытти çулсенчи пекех, 2004 çулхи кĕрхи призыв районта йĕркеллĕ иртнĕ. Çак кунсенче вара районти çар комиссариатĕнче унăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Ĕç кăтартăвĕсем, тỹрех каламалла, начар мар. _Республикăри çар комиссариачĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, районтан 32 призывника салтака ăсатмаллаччĕ пирĕн, эпир вара, службăна 36 çамрăка тăратма пултартăмăр, - кăмăллăн пĕлтерчĕ "Шăмăршă хыпарĕн" корреспондентне район комиссарĕн тивĕçне пурнăçлакан В.В.Звонков майор. Вадим Викторович кĕрхи призывпа çыхăннă ĕçсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Службăна ăсатнă çамрăксенчен 4-шĕ аслă, 26-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹллĕ. Водитель удостоверенине илнисем _ 16-ăн, çав шутран 12-шĕ районти çар комиссариачĕн направленийĕпе Канашри РОСТОн Патăрьелĕнчи филиалĕнче пĕлỹ пухнă. Курсантсем тỹлевсĕрех вĕреннĕ. Çамрăксенчен 14-шĕ _ Типĕ çĕр çинчи çарсенче, 9-шĕ _ Шалти çарсенче, 5-шĕ _ Центра пăхăнакан çыхăну чаçĕсенче, 3-шĕ _ Чикĕ çарĕсенче, 2-шĕ _ Сывлăш десант çарĕсенче, 2-шĕ _ Ракета çарĕсенче, пĕри Тинĕс çар флотĕнче РФ Конституцийĕнче палăртнă тивĕçе пурнăçлать. Салтака ăсатнисен ытларах пайĕ Атăл çи-Урал çар округĕнче службăра тăрать. Призыв пĕр тикĕс иртнĕ тесен, паллах, йăнăш пулĕччĕ. Хăш-пĕр çамрăксем тĕлĕшпе кăлтăксем те сиксе тухнă. Сăмахран, 2 йĕкĕт призыв пуçланнă тапхăрта та "шабашкăра" ĕçленĕ. Хăйсем 18 çул тултарнă май, салтака каймалли пирки аса илмен им-ха вĕсем? Çар комиссариачĕ районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăннă, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ывăлĕсем патне çыру янă хыççăн кăна лешсем призыв комиссине килнине ниепле те йĕркеллĕ пулăм теме çук. _2 çамрăка, вĕсем сывлăх енĕпе салтака кайма юрăхлă пулин те, службăна яма май килмерĕ, - хаш сывласа илчĕ çар комиссариачĕн 2-мĕш пайĕн начальникĕ С.В.Кудрявцев прапорщик. _Çак призывниксен "шута илмелли сăлтавсем" тупăнсах тăраççĕ. Шăмăршăра пурăнакан З. хушаматлă çамрăк вара 22-ре пырать. Унăн пĕр çулталăк каялла службăран таврăнмаллаччĕ ĕнтĕ, вăл вара çав-çавах салтак стройне тăма васкамасть-ха. Унăн та кашни призыв тапхăрĕнчех "сăлтавсем" тупăнаççĕ, çав шутра уголовнăй ĕçпе çыхăнни те. Службăран пăрăнмалла мар. Конституцири тивĕçе кашни арçын валли палăртнă. Çар комиссариачĕн работникĕсене хăш-пĕр призывниксен халех, çап-çамрăклах, вăраха кайнă чирсем палăрни питĕ пăшăрхантарать. Чир-чĕре мĕншĕн вăхăтра сиплемен-ха? Салтака юрăхлă ывăл ỹстерсе çитĕнтересси ашшĕ-амăшĕн чи пирвайхи тивĕçĕсенчен пĕри мар-и вара? _Призыва йĕркеллĕ ирттерсе яма пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева тата райадминистраци пуçлăхĕн çумне _ районти призыв комиссийĕн председательне В.К. Андронова "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат урлă чĕререн тав тăватпăр,- терĕ юлашкинчен В.В.Звонков майор. _Райадминистраци пуçлăхĕн йышăнăвне туллин пурнăçланăшăн _ çамрăксене республикăри призыв пунктне ăсатма техникăпа тата бензинпа пулăшнăшăн районти тĕрлĕ предприятисемпе организацисен тата учрежденисен руководителĕсене те тав сăмахĕсем калатпăр.