"АНТОНИНА" _ ЧУН УÇÇИ, ИЛĔРТЕТ ПИРЕ ТАШШИ
Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи ачасен "Антонина" халăх ташă коллективне хамăр районта та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Çĕнĕ Чукалăн пултаруллă хĕрĕ Антонина Нефедова çак ушкăна пысăк профессилле ăсталăхпа ертсе пырать, çавна май вăл лартнă ташăсене халăх яланах ăшшăн йышăнать. Коллектива йĕркеленĕренпе 10 çул иртнĕ май (çак тапхăрта ушкăнра 3 выпуск пулнă ĕнтĕ), унăн историйĕ самаях пуянланнă. Антонина Васильевна коллектива Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 5-6 классенче вĕренекенсенчен _ ташăçăсен пĕрремĕш ушкăнĕнче Ирина Кудряшова, Алевтина Мещанова, Оля Кудряшова, Лида Петрова, Наталья Соргина, Марина Юманова тата ыттисем ташланă _ йĕркелесе янă. Малтанхи ташăсенех ("Коробейники", "Кукарелло", "Танцуйте с нами") куракансем концертра кăмăллăн йышăнни коллектива çĕнĕ ỹсĕмсем тума хавхалантарнă. Пĕр çулталăкран "Антонинăна" кĕçĕн ушкăн та хутшăннă. Тепĕр икĕ çултан вара, вăтам ушкăнри ташăçăсем аслă ушкăна куçсан, коллектив йышĕ 50-60 çынна çитнĕ. Виçĕ ушкăн уйрăмшарăн та, пĕрлешсе те ташланă (ырă традици халĕ те çакăн пекех пырать). Алевтина Мещанова, Оля Кудряшовапа Ирина Миронова хăйсен килĕшỹллĕ ташшисемпе уйрăмшар юрлакан солистсен юррисене те илемлетнĕ. Коллективăн творчество пултарулăхĕ çулран-çул ỹссех пынă, вăл районти тата республикăри сумлă фестивальсен Дипломĕсемпе парнисене çĕнсе илнĕ. Акă, республикăра иртекен "Чăваш Ен çеçкисем" фестивальте "Антонина" ушкăна çуллен лауреат ятне параççĕ. Кунсăр пуçне ăна Шупашкарти тĕрлĕ уявсене те йыхравлаççĕ. Коллектив хăйĕн пултарулăхне Тюмень облаçĕнче, Тутар Республикинче, Чăваш Енри тĕрлĕ районсенче кăтартнă. "Антонина" ташă ушкăнĕ 1999 çулта "Халăх коллективĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Антонина Васильевна коллективпа çине тăрса ĕçлет. Пултаруллă хореограф яланах творчество шыравĕнче. Чăвашпа вырăс е тĕрлĕ халăхсен ташшисене лартать-и вăл, е урăх çĕршывсенне _ вĕсене сцена çине хăйĕн фантазийĕпе илемлетсе кăтартма тăрăшать. Ташăçăсен ушкăнĕ 1996 çултанпа район халăхĕ умне çуллен хăйĕн тулли программипе тухать, уйрăм концерт кăтартать. Акă, кăрлачăн 28-мĕшĕнче "Антонина" халăх ташă коллективĕ Шăмăршăри Культура çуртĕнче каллех хăйĕн черетлĕ программипе паллаштарчĕ. "Килсе курăр Шăмăрша" композици, "Яра пар", "Калинка", "Смуглянка" (солисчĕсем Юрий Заклицкийпе Александр Желудкин), "Мгновение", хальхи эстрада тата ытти ташăсем тулли зала пысăк савăнăç кỹчĕç. Лариса Романовапа Юрий Заклицкий тата Людмила Алексинапа Александр Желудкин хăйсен ташшисемпе Владимир Павлов солист юрланă юрăсене те илемлетрĕç. Концерт "Солнечный круг" композиципе вĕçленчĕ. Кунта "Антонина" ушкăнпа пĕрле Карапай Шăмăршăри "Çăлтăр" коллектив та (ăна та А.Нефедова хăйех ертсе пырать) ташларĕ. Сцена çинче пĕр харăсах 100 хĕр ачапа арçын ача ташлани, вĕсем илемлĕ те килĕшỹллĕ хусканусем туса композицие çỹллĕ шайра кăтартса пани ташăçăсен руководителĕн А.Нефедован творчество пултарулăхĕ çăл куç евĕр иксĕлми пулнине çирĕплетрĕ.