Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔМĔР-ĔМĔР АСРА

Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕпе модельлĕ библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акă, январĕн 19-мĕшĕнче Культура çуртĕнче "Ĕмĕр-ĕмĕр асра" кĕнеке выставкин презентацине йĕркелерĕмĕр. Курава халăх йышлă пухăнчĕ. Кунта ялти вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсемпе учительсем, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, тĕрлĕ учрежденисенче ĕçлекенсем пулчĕç. Мероприятие уçса, библиотека заведующийĕ Л.Арбузова кĕнеке выставкипе паллаштарчĕ. Вырăс тата чăваш çыравçисен произведенийĕсемпе пĕрлех, выставка районти тата Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă çынсем çинчен каласа паракан материалсемпе те пуян. Кунтах халĕ пурăнакан фронтовиксен аса илĕвĕсене çырса илнĕ тетрадьсемпе фотоỹкерчĕксен альбомне те курма пулать. Вăрçă ветеранĕн Аркадий Николаевич Федоровăн тата тыл ĕçченĕн Мария Петровна Лукьянован аса-илĕвĕсем мероприятие килнисене питĕ хумхантарса ячĕç. Вĕсем салтаксемпе офицерсен фронтри паттăрлăхĕ тата тылри халăхăн хастарлăхĕ çинчен чуна тивмелле каласа пачĕç. Вăтам шкулти 10 "А" класра вĕренекенсем "Хаяр вăрçăн пĕрремĕш кунĕ" литературăпа музыка композицийĕ кăтартса пани, Виçпỹрт Шăмăршăпа Энтĕрьел ялĕсенчи библиотекăсен заведующийĕсем Л.А.Егоровапа Н.И. Тихонова выставкăри кĕнекесен тишкерĕвне хутшăнни презентацие анлăрах уçса пачĕ. Юлашкинчен курава килнисем "Аслă Отечественнăй вăрçă" видеофильм пăхрĕç, компьютер программине кĕртнĕ "Вăрçă _ пысăк инкек, пысăк Çĕнтерỹ" электронлă материалпа паллашрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 января 2005
00:00
Поделиться