ТУРĂМ, ЛАРТРĂМ ШУРĂ ПỸРТ...
ЭПИР шкулта вĕреннĕ чухне "Букварьте" çакăн пек сăвă пурччĕ: "Касрăм, касрăм пĕрене, Турăм, лартрăм шурă пỹрт..." Малалли йĕркисем асра юлман. Шурă çỹçлĕ учитель пире çурт лартасси кашни арçыннăн тивĕçĕ тесе калани вара манăçман. "Хам ĕмĕрте виçĕ çурт лартрăм", - тет манăн сакăр вун виççе пуснă атте. Çав çуртсене лартнă чух мĕн чухлĕ нуша тỹснине калама пуçлать те, ватă çыннăн куçĕсем шывланаççĕ. Çурт-йĕр çавăрма паян та çăмăл мар. Апла пулин те, юлашки çулсенче ялсенче кермен пек илемлĕ çуртсем умлă-хыçлă ỹссе ларчĕç. Эппин, халăх укçасăр мар-ха, пурнăç йывăр тетпĕр пулин те çурт лартма вăй-хал çитерекенсем йышлă. Акă, 2004 çулта районта пурнăмалли лаптăкĕ 10,3 пин тăваткал метр чухлĕ çурт лартнă. Паллах, патшалăх пулăшăвĕсĕр мар. Районти 29 çемье çамрăксен программипе 6,5 миллион тенкĕ кредит, 829 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. Ялсене 2010 çулчченхи тапхăрта аталантармалли программăпа тата 28 çемье 2 миллион та 829 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илме пултарнă. "Социаллă ипотека кредичĕ" программа та çамрăксемшĕн меллĕ: 18 çемье 1 миллион та 823 пин тенкĕ ипотека кредичĕ илнĕ. "Социаллă çурт-йĕр" программăпа района 2 миллион та 464 пин тенкĕ укçа килнĕ, çак укçапа "Шемуршинская" МСО район центрĕнче 16 хваттерлĕ çурт туса усă курма панă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе строительство управленийĕн начальникĕ В.Н.Никифоров каланă тăрăх, çỹлте асăннă программăсем 2005 çулта та упранса юлаççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, çурт-йĕр тума республика бюджетĕнчен 1 миллион та 360 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди, 1 миллион та 862 пин тенкĕ ипотека кредичĕ уйăраççĕ. Çамрăксен программипе тата 6 миллион тенкĕ килмелле. Ялсен социаллă пурнăçне аталантармалли программăпа та 3 миллион тенкĕ субсиди куçмалла. Çавăн пекех çамрăк çемьесене 683 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди параççĕ. Чăнах та, çак укçа-тенке илме тивĕçес тесен нумай документ хатĕрлеме тивет. Черетне те кăçал тин мар, маларах тăмалла. Кредит е субсиди кăçал тивĕçмесен, ан хурланăр, килес çул валли документсем хатĕрлеме тăрăшăр. Çурт нушасăр лартăнмасть, хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан телей тени пиртен те пăрăнса иртмĕ. Эппин, шанăçа çухатар мар, çамрăксем!