Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШКУЛ РЕФОРМИ: ТАРĂН ПĔЛỸ, ПУРНĂÇРИ ВЫРĂН

Раççейри вĕрентỹ системине модернизацилес ĕç 2010 çулта вĕçленмелле. Унчченхипе танлаштарсан, çамрăк ăрăва пĕлỹ парас ĕçре пайтах улшăну пулмалла. Çак тата ытти ыйтусене çĕкленĕ те ĕнтĕ пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕпе Г.П.БАБОЧКИНПА тĕл пулсан. _Çапла, вĕрентỹ системинче çĕнĕлĕхсем нумай пулаççĕ, - палăртнă Г.П.Бабочкин. _ Кунта нулевой классене çĕнĕрен "чĕртесси" те, вĕрентỹ программине çĕнетсе улăштарасси те кĕреççĕ. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕшĕн тăрăшса, çĕнĕ концепцие йĕркелекенсем предметсен шутне чылай чакарма пăхнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, тĕп, базăллă дисциплинăсем кăна юлмалла. Эрнере пилĕк кун çеç вĕрентесси çине куçмалла. 10 тата 11 классенче пуçламăш çар вĕрентĕвĕ пулать. _Геннадий Пантелеевич, районти шкулсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши? _Районта 18 шкул, çав шутра 9 вăтам, 2 тĕп шкул, 1 лицей, 6 пуçламăш шкул шутланать. Вĕсемсĕр пуçне 13 ача сачĕ, Ача-пăча пултарулăхĕн çурчĕ, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, информаципе прокат центрĕ ĕçлеççĕ. Шкулсенче пурĕ 2687 вĕренекен пĕлỹ илет, садиксене 505 ача çỹрет. 2004 çулта кашни вĕренекене пĕлỹ пама вăтамран 9529 тенкĕ тăкакланă. Пĕлтĕр 264 каччăпа хĕр вăтам шкул пĕтерчĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ ылтăн, çиччĕшĕ кĕмĕл медальсем илме тивĕç пулчĕç. 264 выпускникран 11-ĕшĕ (46:) аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă республикăри вăтам кăтартуран лайăхрах. _Вĕренекенсен пĕлĕвне тĕрĕслемелли паллă меслет _ вĕсем олимпиадăсене хутшăнни. Ку тĕлĕшпе районти шкулсем еплерех ĕçлеççĕ? _Пирĕн учительсем республикăри олимпиадăсен призерĕсене хатĕрлесси çине тимлĕ пăхаççĕ. Акă, Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекен Сергей Уськин географипе республикăри олимпиадăра çĕнтерчĕ, Калуга хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра та лайăхпа палăрнă. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти 10 класра вĕренекен Николай Горбунов историпе республика олимпиадин призерĕ пулчĕ, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăра та тарăн пĕлỹ илнине кăтартса панă. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та пур. Олимпиадăсенче çĕнтернисем хăйсен предмечĕсемпе экзамен тытмасăрах аслă вĕренỹ заведенин вĕренме кĕме пултараççĕ. Çулленех районти шкулсем республикăра ирттерекен "Çулталăк шкулĕ" конкурса хутшăнаççĕ, лайăх енчен çеç палăраççĕ. 2000 çултанпа вĕренỹре чи лайăх паллă илекенсене кашни уйăхрах Президент стипендине параççĕ. Çав шутра пирĕн районтан та икĕ вĕренекен пур. Вĕсем _ олимпиадăсен призерĕсем Сергей Уськин тата Наташа Тимофеева. Çак вĕренỹ çулĕнче шкулсенчи 11 вĕренекен район администрацийĕн стипендине илсе тăрать. _Районта Пĕтĕм тĕнчери банкăн "Вĕрентỹ системине çĕнетсе улăштарасси тата аталантарасси" проекчĕ мĕнле пурнăçланать? _Çак проекта пурнăçа кĕртме пирĕн районта 3 базăллă шкул _ Шăмăршă, Палтиел тата Пăчăрлă Пашьел шкулĕсем хутшăнаççĕ. 2004 çулта вĕсем шкул сĕтел-пуканĕпе, столовăйсем валли технологи оборудованийĕпе, компьютер техникипе пуянланчĕç. Проектпа килĕшỹллĕн, базăллă шкулсене кăçал кабинетсене юсама 480-шар пин тенкĕ укçа уйăрса памалла. Районти шкулсем Пĕтĕм тĕнчери "Вĕренỹ кĕнекисем кăларассин информаци системи" проекта, "Ял шкулĕсене компьютерсемпе тивĕçтересси" программăна та хутшăнаççĕ. Вĕсемпе килĕшỹллĕн, районти пур вăтам шкула та Интернет системипе çыхăнтарнă, электронлă почта ĕçлет. Вĕренỹ реформи вăй илсе пынă май, учительсен хăйсен ĕçне çĕнетсе улăштарма, пурнăç ыйтнă пек ĕçлеме тивет. Ответлăха çирĕп туйса, профессие юратса ĕçлесен умри йывăрлăхсем пире хăратаймĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться