Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШĂМĂРШĂСЕНЕ _ ЫЛТĂН КУБОК, ДИПЛОМ

Çак кунсенче чуна савăнтаракан тепĕр хыпар пĕлтĕмĕр: гражданла оборона системине çĕнетсе улăштарас, районти лăпкă пурнăçа упрас тĕлĕшпе 2004 çулта тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн Раççейри чрезвычайлă лару-тăру системин Шăмăршă районĕнчи звенине Чăваш Республикинчи чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин Ылтăн кубокĕпе тата 1 степень Дипломпа наградăланă. Çак çитĕнỹре, паллах, районти гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пайĕн ертỹçин Петр Угасинăн тỹпи пысăк. Петр Семенович çак ĕçре 22 çул вăй хурать. Вăл ертсе пынă çулсенче гражданла оборона мероприятийĕсене çỹллĕ шайра пурнăçланăшăн Шăмăршă районне темиçе хутчен те Дипломсемпе тата Куçса çỹрекен кубоксемпе наградăланă. Петр Семеновича хăй вăхăтĕнче "СССР гражданла оборонин отличникĕ" знакпа чысланă улсем тата çынсем



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться