КУЛЯ АППАН ТЕЛЕЙĔ
Куля тенĕ ăна ялта ача чухне. Яштака пỹллĕ те пăравур, тăрăхларах питлĕ, кăн-кăвак куçлă, сарă та вăрăм çивĕтлĕ хĕрача пулнă вăл. Сăмах кунта хисеплĕ ĕç ветеранĕ Смаева Акулина Николаевна çинчен пырать. (Хĕр чухнехи хушамачĕ Евграфова). Вăл пĕтĕм кун-çулне йывăр ĕçре тертленсе ирттернĕ. Куля аппа 1925 çулта кăрлачăн 6-мĕшĕнче Васан ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Евграфов Николай, питĕ вăйлă ĕçленĕ, хуçалăха лайăх тытса пынă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Амăшĕ, Евграфова Мария, мăшăрĕ пекех ĕçчен пулнă, колхоз ĕçĕнчен пĕрре те юлман. Микулайăн 6 ача пулнă: виçĕ ывăл та виçĕ хĕр. Куля вара тăваттăмĕш ачи пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех йывăр ĕçе кỹленнĕ, амăшĕпе фермăра, йĕтем çинче ĕçленĕ. Йывăр вăхăт пулсан та вĕренессишĕн çуннă, анчах 7 класс кăна пĕтерейнĕ вăл. Сасартăк хăрушă вăрçă пуçланса кайнă. Вăй-питти арçынсем, каччăсем вăрçа туха-туха кайнă. Пĕтĕм йывăр ĕç ваттисем, хĕрарăмсем тата çап-çамрăк хĕрсемпе каччăсем çине тиеннĕ. Çак йывăр вăхăта аса илсе Куля аппа калаçăва çапла пуçларĕ: _Вăрçă пуçланнă чух эпĕ 16-ччĕ. Хĕр пулса çỹрес чухне нушаллă пурнăç пуçланчĕ, савăнса кураймарăм. Пире, 15-16-ри хĕрсене, Улатăра окоп чАвма илсе кайрĕç. Филиппова Ольга, Фомина Ольга та манпа пĕрлеччĕ. Çап-çамрăк хĕрсене шартлама сивĕре кунĕпе ĕçлесси, паллах, чăтма çук йывăр пулнă ĕнтĕ. Çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Алăсене, пите тăм илетчĕ, сивĕ çил шеллемесĕр вĕретчĕ. Мĕнле тỹснĕ-ши? Хĕл каçрăмăр та Пăвана Сивĕ Шыв ятлă яла чуКун çул тума илсе кайрĕç. Ун чухне трактор, машина пулман, пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн тума тивнĕ. Тăпрана наçилккапа йăтса чуКун çул тунă. Вара тăкнă тăпрана йывăр йывăç пуканпа хытарса пынă. Йывăрлăха пăхмасăр ырми-канми ĕçленĕ, алă-ура ыратсан та чăтнă, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Çулталăка яхăн асапланнă хыççăн виçĕ хĕр- тантăш, Евграфова Акулина, Яковлева Ольга, Полякова Ольга, Свердловск облаçне торф кăларма тухса кайнă. Торф кăларасси те çăмăл ĕç мар. Çиелтен пĕр си илетĕн те, аялта _ шыв. Атă кунчинчен сивĕ шыв юхса кĕрет. Пурĕ пĕрех чăтмалла, тỹсмелле. Палаткăра пурăннă, нарсем çинче выртса çывăрнă. Тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе ĕçленĕ. Укçине питĕ сахал тỹленĕ, хырăма тăрантарма та аран çитсе пынă. Килĕсене таврăннă чух вăрçă чарăннине илтнĕ, хĕрсем пĕр-пĕрне ыталаса савăннипе куççульпе макăрнă. Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман: юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Куля аппа Ларионова Ольгăпа Канаша, Пăвана ĕнепе тырă леçме çỹренĕ, çулĕ вара питĕ япăх пулнă. Пĕр вăхăт хушши колхозра конюх тата доярка пулса ĕçленĕ. Часах ĕçре пиçĕхнĕ Куля Смаев Миккалайпа паллашнă. Юратнă каччи питĕ хитре, кăтра çỹçлĕ пулнă. Икĕ юратуллă чĕре çемье çавăрнă. Анчах йывăр пурнăçа пула Куля аппан мăшăрĕ Мускав облаçне торф кăларма тухса кайнă. Пĕр çултан Куля аппа та пĕр ачипе мăшăрĕ, Миккалай, патне кайнă. Татах вăрçă вăхăтне аса илтернĕ, торф кăларма пуçланă. Упăшки машинистра вăй хунă. Йывăр ĕçре пиçĕхнĕскер, Куля питĕ пăравур пулнă, станцăра вакунсем çине торф тиесе тăнă. Çапла 5 çул тертленнĕ хыççăн тăван яла, Васана, таврăннă. Миккалайпа Куля Çĕнĕкасра çурт илнĕ, тăван колхозра ĕçлеме пикеннĕ: кантăр татнă, пăрçа çулнă, йĕтем çинче, кĕлетре ĕçленĕ. кунсăр пуçне Куля аппа нумай çул хушши сысна самăртнă çĕрте вăй хунă. Кирек ăçта пулсан та яваплăха туйса ĕçленĕ. Ăна "Коммунизмла ĕç ударникĕ" паллăпа чысланă. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче чунне парса ĕçленĕшĕн Куля аппана "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Юбилей медалĕсем мĕн чухлĕ тата! Пĕтĕм пурнăçне пултаруллă ĕçе, колхоз-совхоз производствине халалланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларма пултарайман, совхозра тата 5 çул ĕçленĕ. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята илме тивĕç пулнă. _Миçе кĕпе тăхăнтартман-ши, миçе тутăр çыхтарман-ши мана _ шучĕ те çук, - тет Куля аппа. Çапла, лайăх ĕçлекене, малта пыракана тивĕçлипе хисепленĕ. Куля аппа хăйĕн мăшăрĕпе 6 ача çуратса ỹстернĕ. нумай ачаллă амăшне I -мĕш степеньлĕ тата II -мĕш степеньлĕ "Медаль материнства" парса чысланă. Пур ачине те лайăх пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли _ Валери _ ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, халĕ Шупашкарта чукун çул станцийĕн строительство управленийĕн пуçлăхĕнче тăрăшать. Ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Вова _ Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ, хăма çурнă çĕрте ĕçлет. Витя ялта ĕçлет. Валентин Хусанта автодорожнăй техникум пĕтернĕ, чукун çул ĕçченĕ. Витали _ Чĕмпĕрте пединститут пĕтернĕ, Васанти вăтам шкулта ачасене физкультура вĕрентет. Хĕрĕ _ Зоя _ Шупашкарта ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, халĕ ял администрацийĕн специалисчĕ. Вĕсем пурте ашшĕ-амăш мухтавĕ. Халĕ Куля аппа пысăк та ăшă пỹртре пĕчченех пурăнать, мăшăрĕ 1990 çулта сарăмсăр çĕре кĕчĕ. Виçĕ ывăлĕпе хĕрĕ тăван ялтах тĕпленнĕ. Вĕсем инçе марри мĕнле савăнăç! Кирек хăш вăхăтра та амăшĕ çумĕнче. Нумаях пулмасть Куля аппа 80 çул тултарчĕ. Апла пулин те ăна ватă тесе калаймăн, тĕлĕнмелле хĕрарăм. Пĕрре те лара-тăра пĕлмест. Пурнăç тăршшĕпех çапла. Нихăçан та выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнман. Чăн та, халь ĕне усрама пăрахнă. Сурăхсем, хурсем, чăхсем пур, вĕсемпе йăпанать. Йывăр ĕçсене тума ачисем, мăнукĕсем яланах килсе тăраççĕ. Вĕри чĕреллĕ ĕç ветеранĕ чун ăшшине вĕсенче туять. "Халĕ манăн 14 мăнук, мăнуксен ачисем те пур", - тет вăл савăнса. Куля аппа питĕ ăнлă, куçĕ те çивĕч курать, хăлхи те мăкалман. Хаçатсем те çырăнса илет, вĕсене вуламасăр хăвармасть. Уйрăмах "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата кăмăллать. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн 2004 çулта "Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕ" ята пачĕç. Мĕнле савăнăç! Патшалăх вĕсене манмасть, пенсие те çулсеренех ỹстерсе пырать. "Çамрăклăхăм тăвăллă саманара иртрĕ пулин те хама телейлĕ тесе шутлатăп, - тет Куля аппа. _Ачамсем пите хĕретменшĕн, çĕр-шыва юрăхлă пулнăшăн, мăнуксене, вĕсен ачисене курма пỹрнĕшĕн Турра тав тăватăп".