Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХИМИПЕ ИСТОРИ ОЛИМПИАДИСЕМ

Иртнĕ эрнере Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта хими тата истори предмечĕсемпе районти олимпиадăсем пулчĕç, вĕсене 12 шкулти 60 вĕренекен хутшăнчĕç. Вун пĕрмĕш классем хушшинче историпе Кивĕ Чукал шкулĕнчи Сергей Уськин пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăна çак шкулти Андрей Чамеев, Шăмăршă шкулĕнчи Ольга Федотова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вуннăмĕш классем хушшинче малти вырăнсене Ольга Столярова (Карапай Шăмăршă), Екатерина Полякова (лицей), Анастасия Ендиерова (лицей) пайларĕç. Хими предмечĕпе вуннăмĕш классенчен Наталия Тимофеева (лицей), Татьяна Никифорова (лицей), Виталий Абросимов (Чукал) мала тухрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться