Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ГАЗ: ăшăтать, апат пĕçерет, чуна савăнтарать

МĔН каламалли: яла çут çанталăк газĕ çитни хресчене ĕмĕрхи нушаран _ вутă хатĕрлессинчен хăтарчĕ, кил-çурта тирпей-илем кỹчĕ. Çамрăк çын май тупса вăрмантан вуттине кỹрĕ-ха, ваттин кама тархасламалла? Çавăнпа та ял çынни шартлама хĕл çитессе хăраса кĕтетчĕ, пур-çук укçине вутă-шанкă туянма тăкаклатчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ ялсене çут çанталăк газĕ илсе çитересси пирки йышăннă программа чыслăн пурнăçланни _ çав тери пысăк çитĕнỹ. Çак программăра 20-30 килĕллĕ пĕчĕк ялсем пирки асăнманччĕ пулсан та, Шăмăршă район администрацийĕ никама та кỹрентерес темерĕ. Тĕрлĕ çăл-куçсенчен укçа-тенкĕ тупса, халăха анлăн хутшăнтарса чи аякри пĕчĕк ялсене те "кăвак çулăм" ырлăхĕпе савăнтарчĕ. "Малашлăхсăр ял çук. Пысăк-и ял, пĕчĕк-и _ унта пирĕн район çыннисем пурăнаççĕ вĕт. Халăхшăн тăрăшасси _ пирĕн чи пирвайхи тивĕç", - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Хăйĕн сăмахне вăл кулленхи ĕçĕпе çирĕплетет. Акă, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн кăна Ирçе Тĕкки ялне те çут çанталăк газĕ çитнĕ. Январĕн 20-мĕшĕнче _ кĕçнерни кун _ çирĕм пĕр килĕллĕ пĕчĕк ялта савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Митингра район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, Шăмăршă ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Андронов, Ирçе Тĕккинчи вăрçăпа ĕç ветеранĕ А.Е.Камкин, Т.А.Васильевапа А.А.Крылов пенсионерсем, Шăмăршăри газ участокĕн начальникĕ М.Н.Салахов сăмах илчĕç, яла газ çитни халăхшăн питĕ пысăк çăмăллăх пулнине палăртрĕç. Çак кун Ирçе Тĕккинчи 9 çурта "кăвак çулăм" ырлăхĕ çитрĕ. Чăн малтан газ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн Алексей Егорович Камкинăн çуртĕнче çунма пуçларĕ. _Сакăр вун пĕррене çитрĕм пулин те, чун ватăлмасть-ха, тата та нумай çул пурăнас килет, - терĕ фронтовик. Алексей Егорович халăхшăн тăрăшнăшăн Н.В.Федоров Президента тата район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева чун-чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 января 2005
00:00
Поделиться