"ШĂМĂРШĂ РАЙОНĔН ХИСЕПЛĔ ÇЫННИ" ЯТА ТИВĔÇ ПУЛНИШĔН ЧĔРЕРЕН САВĂНАТĂП..."
ХЫÇА юлнă çул чăннипех тухăçлă пулчĕ. Чи малтанах, тивĕçлĕ спектакль çуралнăшăн чунранах савăнатăп. Бунина çав тери килĕштеретĕп, çавăнпа та унăн ĕçне сцена çине кăларас тесе тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Тинех куракансем патне "Чунсене чĕпĕтет çил-тăман" спектакле çитерме пултартăм. Юлашки вăхăтра халăх театра çỹреме пуçлани те чуна ăăшăтать. Асра юлмалли япаласенчен тепри _ Раççей патшалăх премине тивĕçни. "Инçет телей çути" спектакль (авторĕ А.Тарасов) пирки-ха сăмахăм. Мансăр пуçне тата Н.Казаков композитор, В.Ситова, Г.Большаков, С.Андреева артистсем асăннă премие Раççей Президенчĕн В.Путинăн аллинчен илчĕç. Тĕрĕссипе çак савăнăçа, хисепе пĕрле ĕçлекен юлташсемпе, пĕтĕм театр йышĕпе пайларăмăр. Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ пулса тăни те пысăк чыс, çав вăхăтрах яваплăх та тесшĕн. Хамăн малашнехи ĕçсемпе ăна тỹрре кăларма тăрăшăп. Тепĕр савăнăç - тăван ял, район чыс туни. "Шăмăршă районĕн хисеплĕ çынни" ята та тỹрре кăларăпах тетĕп. Тăван кĕтеспе тытакан çыхăну татăлмĕ. Тата мĕнпе асра юлчĕ-ха 2004 çул? Республикăра чăвашла çыракан драматургсен иртрĕ. Вăл вăй илсен çĕнĕ пьесăсем ытларах çуралас, çавăн пекех сцена çине лайăх спектакльсем йышлăрах тухас шанăç пур. Культурăпа искусство институтĕнче студентсемпе те ĕçлетĕп. Вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн эпĕ те хĕпĕртетĕп. "Чунсене чĕпĕтет çил-тăман" спекттакльре чĕр чунсен сăнарĕсем те пур. Çав шутра Автан сăнарĕ Те пулмаллаччĕ, анчах та вăй, ал çитерейменнипе ку таранччен кăлараймарăмăр-ха ăна. Автан çулĕнче вара пирĕн Автан та асăтса ярасса шанатăп. Сăмах май, мăнукăм Таня (вăл "Арçынсăр хĕрарăм" спектакльте испан ташшине ташлать) та Автан çулĕнче çуралнă. Кăçал 12 çул тултарать.