Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Михаил Николаевич Ильин

Михаил Николаевич Ильин (ỹкерчĕк çинче) 1944 çулта фронта тухса кайнă. Киеври Богдан Хмельницкий орденлĕ 140-мĕш гварди штурмовой авиаци полкĕн йышĕнче фашистсене хирĕç çапăçнă. Вăрçăра виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă А.Покрышкинпа та тĕл пулнă, паллă летчик-ас самолечĕ ларакан аэродромра ĕçленĕ. Вăрçă хыççăн М.Н.Ильин 46 çул хушши тăван "Гвардеец" хуçалăхра трактористра вăй хунă, хастар ĕçшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Михаил Николаевич _ Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Хисеплĕ ватă паян та стройра-ха, çамрăк ăрăва патриотла воспитани пама хастар хутшăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2005
00:00
Поделиться