ВĔСЕМ ВĂРÇĂРАН АМАНСА ТАВРĂНЧĔÇ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа часах 60 çул çитет. Эпир _ çав тапхăрта ача çулĕнче пулнисем _ хăрушă вăхăта лайăх астăватпăр. Колхозри мĕнпур йывăр ĕçе ваттисемпе хĕрарăмсем тата ачасем пурнăçланине, выçăллă-тутăллă пурăннине ăçтан манайăн-ха? Тата çакă асра юлнă: кашни эрнере тенĕ пекех яла аманнă салтаксем таврăнатчĕç. Хăшĕн хăрах ури çук, хăшĕн _ алли татăк. Инвалид пулса килсен те, арăмĕсемпе ачисем чунтан савăнатчĕç. Вăрçăра выртса юлман вĕт-ха, инвалид пулсан та _ арçын. Килте арçын пур чух никам та кỹрентерме хăяймĕ. Трофим Григорьев, Федор Карсаков, Никандр Авксентьев, Кенифи Ильязов, Хасянзян Хамдеев, Гелег Шарипов, Зейдулла Сейфутдинов, Велиулла Феизов, Иван Кузнецов, Василий Романов, Валентин Лысов, Алексей Лысов, Иван Скворцов, Сехав Тепитов, Георгий Филиппов, Федор Филиппов, Леонтий Цыганов тата ытти фронтовиксем вăрçăра паттăррăн çапăçнă, мирлĕ ĕçре те пысăк хастарлăх кăтартрĕç. З.Сейфутдинов, акă, хăрах алăллă пулсан та "Искра" колхоза лайăх ертсе пычĕ, Тăван çĕршыв ăна виçĕ хутчен Ленин орденĕпе наградăланă. Тен, Социализмлă Ĕç Геройĕн ятне те илетчĕ пулĕ, анчах "Искра" колхозăн çĕр лаптăкĕ пĕчĕккине пула Сейфутдинов Ылтăн Çăлтăра тивĕçеймерĕ. Хăрах ураллă Хасянзян Хамдеев ("Искра" хуçалăхăн хальхи председателĕн Менир Хамдеевăн ашшĕ) выльăх-чĕрлĕх фермисен заведующийĕ пулчĕ, фермăна районта мала кăларчĕ. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та нумай. Шел, вăрçă паттăрĕсен ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ, йывăр сурансене тата чир-чĕре пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Вĕсен ырă ячĕсем ял-йыш асĕнче упранĕç.