ШĂМĂРШĂРИ КУЛЬТУРА КЕРМЕНĔ _ РЕСПУБЛИКĂРА ЧИ ЛАЙĂХХИ
Районти Культура керменĕ халăха тул енчен те, шалтан та илĕртсе тăтăр тесе райадминистраци нумай тăрăшать. Акă, пĕлтĕр керменĕн çивиттине тата илемлĕрех тунă, ăна цинкланă шăвăç листасемпе витнĕ. Учреждение паянхи куна тивĕçтерекен сĕтел-пуканпа, çĕнĕ йышши аппаратурăпа тата ыттипе тивĕçтернĕ. Кермен умĕнче çуллахи вăхăтра шыв пĕрĕхсе тăни те учреждение ытарайми илем кỹрет. Владимир Павлов директор пулса ертсе пыракан коллектив керменĕн пурлăх базине упрас, ăна пуянлатса пырас, учреждени çуртне тата унăн таврашне хитререх тăвас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлет. Газонсемпе чечесен клумбисем çурхи кунсенчен пуçласа кĕркуннечченех куçа илĕртеççĕ. ЧР Культура, наци ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕн министерстви 2004 çулта "Илемлĕхе хамăр алăпа тăвар" ятпа республикăри культура учрежденийĕсем хушшинче конкурс иртернĕ. Çак кунсенче вара жюри унăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. "Хуласемпе районсенчи чи лайăх культура керменĕ" номинацире, çỹлерех асăннă паха енсене шута илсе, Шăмăршăри Культура керменне пĕрремĕш вырăн пама, лауреат дипломĕпе тата 50 пин укçан премипе чыслама йышăннă. 2003 çулхи конкурсра шăмăршăсем творчество ĕçĕ енĕпе мала тухнăччĕ.