Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

РАШТАВ КАÇĔН АСАМЛĂХĔ

Çĕнĕ çулăн кăрлач уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Карапай Шăмăршăри Культура çуртне ял çыннисем кашни каç тенĕ пекех йышлăн пухăнчĕç. Унта ятарлă программăллă дискотекăсем, интереслĕ тĕл пулусем, тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем иртрĕç. Кăрлачăн 7-мĕш каçĕнче _ Раштав уявĕнче _ Культура çуртне ялти çемьесем килсе çитрĕç. Культура ĕçченĕсем вĕсене ăшшăн кĕтсе илчĕç. Сĕтел çинче вĕри сăмавар чашкăрса ларчĕ. Мăшăрсем хăйсемпе илсе килнĕ апат-çимĕçпе сĕтел-çие пуянлатма пулăшрĕç. Техĕмлĕ чейпе сăйланнă хыççăн Г.Н.Петькова учительницăпа А.А.Медведева библиотекарь мăшăрсем хушшинче тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем йĕркелерĕç. Раштав уявĕпе çыхăннă кăсăклă викторина, тĕрлĕ сценкăсемпе юрă-ташă та мероприятие питĕ илемлетрĕç. Кунта пĕр тăван Геннадий, Валерий тата Вячеслав Лукьяновсем хăйсен мăшăрĕсемпе уйрăмах хастар пулчĕç. Карапай Шăмăршăри чи паллă çынсенчен пĕри _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Лукьянов вара Раштав каçне хăйне евĕр хитре тĕс кĕртрĕ. Профессилле сцена ăсти куракансене тата мероприятие хутшăнакансене интереслĕ монологсемпе, шỹтсемпе савăнтарчĕ. Республикăн пултаруллă артисчĕн кашни номерĕ хыççăн халăх тăвăллăн алă çупрĕ. Ун хыççăн ял çыннисем умне Валерийпе Людмила Федоровсем, Людмила Столярова тата Людмила Алексеева тухрĕç, сăвă-такмакпа, юрă-ташăпа килентерчĕç. Мероприятие вырăнти шкулта тата ача садĕнче ĕçлекенсем те активлă хутшăнчĕç. Ялти культура работникĕсем хатĕрленĕ черетлĕ мероприятипе ял çыннисем яланхи пекех кăмăллă юлчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 января 2005
00:00
Поделиться