ЙĔЛМЕ ЙĔЛТĔР, ЧĔЛТĔР_ЧĔЛТĔР...
Районта йĕлтĕр спортне юратакансем йышлă. Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче, акă, канмалли кунсенче вуншар çын йĕлтĕрпе ярăннине курма пулать. Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ те пысăк активлăхпа иртет, ялсенчен килнĕ тĕрлĕ çулсенчи спортсменсем лайăх результатсем кăтартаççĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"