Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХĂНАРА _ АПАС РАЙОНĔН ДЕЛЕГАЦИЙĔ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче Шăмăршăна килсе кайнă хыççăн пирĕн районăн ырă ячĕ çĕршывĕпех сарăлчĕ Теме пулать. Шăмăршăсем общество инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе пухнă паха опыт пирĕн кỹршĕсене _ Тутарстанри ертỹçĕсене те интереслентерет. Ним пытармалли те çук, Тутарстанра çулсем тăвасси, çемье тухтăрĕн офисĕсемпе моделлĕ библиотекăсем уçасси юлса пырать, ипотека кредичĕпе усă курса çамрăк çемьесем валли çурт-йĕр лартассине те тивĕçлипе йĕркелесе ярайман. "Куçпа курнине ним те çитмест", - тенине тĕпе хурса, иртнĕ юн кун Тутарсстанри Апас районĕн сумлă делегацийĕ пирĕн районта пулчĕ. Хăнасем Анат Чаткасри çемье тухтăрĕн офисĕнче тата Васанти культурăпа кану комплексĕнче пулса курчĕç, район центрĕ тата ялсем хĕлле те тирпейлĕ пулнинчен тĕлĕнчĕç. "Сиртен вĕренмелли питĕ нумай", - палăртрĕç хăнасем. _ Ĕçлĕ çыхăнусем малашне тата та çирĕпленсе пырасса шанатпăр". Хăнасемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата унăн пĕрремĕш заместителĕ Г.Н.Обаськин çỹрерĕç, Тутарстанри туссене малашне те килсе çỹреме сĕнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 января 2005
00:00
Поделиться