Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АЧАСЕМ НАУКĂПА ИНТЕРЕСЛЕНЕÇÇĔ

Çак кунсенче Шăмăршă шкулĕнче районти шкул ачисен наукăпа практика конференцийĕ пулса иртрĕ. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ темăпа проектсем хỹтĕлерĕç, докладсем вуларĕç. Çак мероприятие вĕренỹ управленийĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти методкабинет йĕркелерĕ. Вĕренекенсем малтан хăйсен проекчĕсемпе шкулти конференцисене хутшăннă. Уйрăмах ку енĕпе Карапай Шăмăршă тата Пуянкасси шкулĕсене асăнса хăвармалла. Çак асăннă шкулсен дирекцийĕсем, вăтам тата аслă классенче вĕренекенсенчен чылайăшне тĕпчев ĕçне явăçтарса, шкулта конференцисем йĕркелесе ирттернĕ, лайăх хак илнĕ ĕçсен авторĕсене районти конференцие хатĕрленĕ. Мĕнле темăсене тишкерчĕç-ха конференцие хутшăнакансем, мĕн хумхантарать паянхи шкул ачине? Кунта пĕрремĕш вырăна экологи ыйтăвĕсемпе çыхăннă темăсем йышăнаççĕ. Сывлăш, шыв, этем тата чĕрчунсем мĕнле хăрушлăха кĕрсе ỹкме пултарасси пăшăрхантарать чылайăшне. Çамрăк авторсем тавралăха сыхлас ĕçре мĕнле ĕçсем туса ирттермелли çинчен тата çак ĕçре кашни çын ответлăха туймаллине палăртрĕç. Комисси уйрăмах çак ĕçсене пысăк хак пачĕ: _ "Микроэлементсемпе кислотасем çын организмне сиенлетни" (авторĕ Ольга Сидорова, лицей); _ "Çуп-çапа тата усă курнă япаласене хальхи вăхăтри мелсемпе тирпейлесе пуçтарасси" (авторĕ Катя Пименова, Анат Чаткас шкулĕ). Çамрăксен ыйтăвĕсем те хумхантараççĕ паянхи шкул ачисене. Акă Алла Жилкина (лицей) хатĕрленĕ "Шăмăршă районĕнчи ĕçсĕрлĕх тата ĕçе вырнаçасси" тема пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ. Çавăн пекех Катя Поляковăн "Мĕнлерех вĕсем, паянхи çамрăксем?" теми те пурне те тыткăна илчĕ. Çак ĕçе тулли уçса пама вăл 16-26 çулхи Шăмăршăра пурăнакан çамрăксене тĕпченĕ, вĕсен пуласлăх планĕсене, шухăш-ĕмĕчĕсене, кăмăл-туйăмĕсене ыйтса пĕлнĕ. Шăмăршă тăрăхĕнчи демографи ыйтăвĕсем те, районти паллă çынсен кун-çулĕ те, чĕлхепе калаçури уйрăмлăхсем те кăсăклантараççĕ иккен шкул ачисене. Ку секцинче çак ĕçсене палăртса хăвармалла: _ "Палтиел тăрăхĕнчи диалектизмсем" (Надя Свеклова, Палтиел шкулĕ); _ "Илпек Микулайĕ çывăх çыннисен аса илĕвĕсенче" (Владимир Семенов, лицей); _ "Пирĕн ентешсем _ литературăпа искусство çыннисем" (Светлана Тукмакова, Карапай Шăмăршă); _ "Афганистан вут-çулăмĕ витĕр" (Марина Никонорова, Пуянкасси шкулĕ). Çак секцинчи тепĕр ĕçе те палăртса хăвармалла: Патирек шкулĕнче вĕренекен ачасен ушкăнĕ хатĕрленĕ "Акăлчан чĕлхипе калаçакан çĕршывсенчи тата вырăспа чăваш халăхĕсен уявĕсем". Ку ĕçе танлаштару мелĕпе анлăн та ытарлăн усă курса йĕркеленĕ. Çамрăксен эстрада костюмне чăваш тĕррисемпе капăрлатасси çинчен Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Лена Чувашова илемлĕ те хăюллă хỹтĕлеме пултарчĕ. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Маттур ачасем, хăйсен тĕллĕн наука шайĕнче тишкерỹ тума пултараççĕ. Паллах, халлĕхе вĕсене вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем пулăшнă. Çапах та çак пысăк ĕçе вĕсем çỹллĕ шайра йĕркелесе хỹтĕлесси _ çамрăк авторсен тивĕçĕ. Вĕсем хăйсем суйласа илнĕ темăпа чăн-чăн специалист пулса тăчĕç, тĕрлĕ ыйтусем çине тулли хурав пама пултарчĕç. Малашне çак ачасем наукăпа тата таччăнрах çыхăнасса, пысăк çитĕнỹсем тăвасса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
15 января 2005
00:00
Поделиться