ÇĔНĔ ÇУЛТИ МАЛТАНХИ ХĔРПĔРЧИ
Çак кунсенче Палтиелĕнче пурăнакан Вазилепе Ферид Шейдулловсемшĕн çав тери пысăк савăнăç пулчĕ: вĕсен çемйине хĕрпĕрчи хутшăнчĕ. Ăна телейлĕ мăшăр Эльвина ят пачĕ. Сăмах май, Шейдулловсен малтанхи ачи те январĕн 2-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ пулнă. Ỹлĕмрен Эльвина та тетĕшĕпе пĕрле çуралнă кунне паллă тăвĕ. Савăнăçлă регистраци вăхăтĕнче Шейдулловсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей сунчĕ. Вулакансене çакна та пĕлтерер: 2004 çулта районта пурĕ 160 ача çуралнă, 97 туй кĕрленĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"