ТĔЛ ПУЛУСЕМ ÇИВĔЧ КĔРЕШỸРЕ ИРТРĔÇ
Иртнĕ вырсарни кун, хоккей сезонĕ уçăлнă май, Шăмăршăри каток çинче малтанхи вăйăсем пулса иртрĕç. Чи малтанах Шăмăршăри тата Чукалти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсен командисем тĕл пулчĕç. Кĕрешỹ 2:1 шутпа, хăнасем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Шăмăршăпа Чукал ялĕсен администрацийĕн хушшинчи вăйăра кил хуçисем вăйлăрах пулчĕç, хăнасене 5:3 шутпа парăнтарчĕç. Жюри Федор Лукьянова (Чукал) чи лайăх вратарь, Павел Матвеева (Шăмăршă) чи лайăх хоккеист, Николай Жилкина (Шăмăршă) чи лайăх тапăнса вылякан тесе йышăнчĕ. Вĕсем ятарлă призсене тивĕçрĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"