Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХЫÇА ЮЛНĂ ÇУХРĂМСЕМ

Ĕмĕр иртересси урам урлă каçасси мар. Çакна питĕ лайăх ăнланать Пуянкассинче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ П. Угарин. Хăйĕн ĕмĕрĕнче хурапа шурра сахал мар курнă вăл. 1937 çулта автошкул пĕтернĕ хыççăн шоферта ĕçлеме тытăннă. 41 çул, 1978 çул таранчен руль умĕнче пулнă. Çав хушăра икĕ вăрçă витĕр тухма тивнĕ ăна. Пурнăçĕ пĕр тикĕс килмен Петр Ивановичăн. Çĕршывра граждан вăрçи пынă вăхăтра, 1918 çулта çуралнăскер, шăпа ăна тĕрлĕ нуша, тĕрĕсмарлă ха чăтса иртерме пỹрнĕ. Ашшĕ, Угарин Иван Семенович, пурлăхлă хресчен шутланнă. Вĕсен хуçалăхĕнче çил арманĕ пулнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, икĕ лаша усранă, вĕллесем тытнă. Тавçăруллă та ĕçчен хресчен пĕтĕм ĕçе хăй пурнăçланă, ачисене те хăй пек пулма вĕрентнĕ. Угаринсен çемьи çĕрне _ кунне пăхмасăр ĕçленĕ, ют çынна тара тытман. _ Атте çурхи суха вăхăтĕнче пỹртре çывăрман, _ аса илет Петр Иванович. _ Çĕрпе лашасене пăтратса çитеретчĕ. Кункăрсем умĕнче пукан çинчех тĕлĕретчĕ. Анчах, 30 мĕш çулсенче, ĕçчен хресченсене пĕтерме тытăнаççĕ: пурлăхсене туртса илеççĕ, нумайăшне Çĕпĕре ссылка ăсатаççĕ. Çак шăпа Угаринсен çемьине те пырса тивет. Çуртне, пурлăхне туртса илеççĕ, ашшăне Улатăр тĕрмине хупаççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче вăл ертсе пынипе арман туса панăшăн ăна ирĕке кăлараççĕ. Килĕнче пурăнма ирĕк илме хăюллă чăваш Калинин патнех çитет. Унăн ĕçне татса пама Мускавран комисси килет. Ăна килĕнчех пурăнма ирĕк параççĕ. Хăй çуртĕнчен, пĕр çĕр каçсан, тепĕр куннех районтан килсе кăларса яраççĕ. Ашшĕ, Çĕпĕре лекес мар тесе, ачисене Мускава илсе каять. 12 çулхи Петян, ялти шкулта тăватă класс пĕтернĕскерĕн, вырăс шкулне тепĕр хут тăваттăмăш класа кайма тивет. Вĕренсе пĕтерсен пир-авăр фабрикинче ĕçлет. Малтанласа вĕсем ашшĕ патĕнче общежитинче пурăннă. Иван Семенович Мускавра алăпа хăма çурнă. Часах вăл влаçсен куç умне лекес мар тесе урăх вырăна куçса каять. Общежитине те, метро тума пуçланă пирки, пăсма пуçлаççĕ. Вĕсем Хветĕр тетĕшпе ăçта килнĕ унта вырткаласа пурăнаççĕ. Çамрăк Петя, общежитие вырнаçас тесе, столяр профессине алла илет, пĕр хушă стройкăра плотник пулса ĕçлет, шофера вĕренсе тухиччен, грузчиксен бригадирĕ те пулать. 1939 çулта йĕкĕте салтака илеççĕ. Часах фин вăрçи тытăнать, кайран _ Аслă Отечествалла вăрçă. _ Пире, шоферсене, фин вăрçинче снайперсем пысăк сиен кỹретчĕç, _ каласа парать фронтовик. Нимĕç фашистчĕсемпе вăрçнă чухне вĕсен самолечĕсем пирĕншĕн инкекчĕ. Уйрăмах 1941 çулхине нумай çухату тỹсрĕмĕр. Эпир фронтăн малти позицине снарядсем, патронсем туртараттăмăр, каялла аманнă салтаксене илсе таврăнаттăмăр. Кăнтăрла колоннăппа çỹреме май çукчĕ, нимĕç штурмовикĕсем атакăлатчĕç. Гитлеровецсем бомбă шеллеместчĕç, пулеметран та тăхлан тăкатчĕç кăна. Вĕсен 174-мĕш саперĕн батальонĕ Эстоние, Латвие ирĕке кăларнă ĕçре хутшăннă. Вăл вăхăтра кашни совет салтакĕ фашистсен тĕп йăввине, Берлина çитме ĕмĕтленнĕ. Пуянкасси каччин те çав шухăшсемех пулнă, анчах, Псков облаçне ирĕке кăларсан, Петр Ивановича обкомăн пĕрремĕш секретарьне туртарма приказпа çирĕплетеççĕ. Çак вырăна паллах пысăк опытлă, пултаруллă шофера суйласа илнĕ. Вăрçă хыççăн пур çĕрте те, хулара та ялта та, ĕçлекен алăсем çитмен. Петр Иванович та Ленинград хулине ĕçлеме тухса каять, ЗИС прицеплă машинапа шахтăсене стройматериал туртарать. Ашшĕ-амăшĕ чĕннипе 1947 çулта, çуралнă çĕршыва таврăнать, машинăпа тăватă çул райăçтăвком пуçлăхне туртарать, 1951-1958 çулсенче "Заря" колхозра вăй хурать. Каярахпа сĕт заводĕнче çичĕ çул тăрăшать, нумай çул хушши СМУра ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухсан тата пилĕк çул, 1983 мĕш çулченех, ĕçлеме пăрахмасть. Пур хушнă ĕçе те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă Петр Иванович. Кăна унăн наградисемпе тав хучĕсем çирĕплетсе параççĕ. Унăн кăкăрĕ çинче Отечествăлла вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ тата виççĕмĕш степеньлĕ орденсем ялтăраççĕ. Петр Иванович Угарин хăйĕн çăмăл мар пурнăçĕнче сахал мар йывăрлăха çĕнтерсе ĕçченлĕхпе хăйне хисепе кăларнă. Мăшăрĕпе, Нина Васильевнăпа пĕрле, тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене вĕрентсе кăларнă. Аслă ывăлĕ Виталий _ инженер, кĕçĕнни Коля _ строитель, Галя хĕрĕ _ Шăмăршăри район больницинче ĕçлет. Ялта пурăнаканни, Люда, вырăнти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ. Тăхăр мăнук халĕ Угаринсен, вĕсен ачисем те виççĕ. Сăмах май, Нина Васильевна 35 çул шкулта пуçламĕш классенче ачасене вĕрентнĕ. Ăна та тав сăмахĕ калакансем нумай, ырăпа кăна асăнаççĕ вăл вĕрентнĕ ачасем. Хальхи вăхăтра Петр Ивановичпа Нина Васильевна иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Çулĕсем сахал мар пулин те ĕне те тытаççĕ. Пирĕн, çак вăхăтри çамрăксен, вĕсенчен йывăрлăхсене çĕнтерме, тăрăшса ĕçлеме, çирĕп сывлăхлă пулма вĕренмелле



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 января 2005
00:00
Поделиться