"ХАЛĂХ ПУРНĂÇНЕ ЛАЙĂХЛАТАССИШĔН МАЛАЛЛА ĔÇЛĔПĔР"
Уяв кунĕсенче те куллен ĕçре пулчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Районти хыпарсем чăн малтан ун патне çитеççĕ-çке, кăткăс лару-тăрура та чи çивĕч ыйтусене унăн татса памалла. Турра шĕкĕр, уяв вăхăтĕнчи вунă кунлăхра районта ырă мар хыпарсем илтĕнсех каймарĕç. Çавăнпах пулĕ, манпа калаçнă чух В.П.Фадеевăн кăмăлĕ те лайăхчĕ. _Çулталăка йĕркеллех вĕçлерĕмĕр теме пултаратăп, - терĕ В.П.Фадеев, иртсе кайнă 2004 çулхи календаре çĕннипе улăштарнă май. _ Ялсене çут çанталăк газĕ илсе çитермелли программа ăнăçлă пурнăçланчĕ. Уйрăм çуртсене газ кĕртессипе кăçал малалла ĕçлĕпĕр. Кашни ялтах çĕнĕ çурт-йĕрсем çĕкленчĕç, тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе те чылай ĕç пурнăçланă. Халăх пурнăçĕ лайăхланса пыни районта уççăнрах та уççăнрах палăрма тытăнчĕ. _Валерий Петрович, 2005 çулхи тĕп тĕллевсемпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши? _Район çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн малалла ĕçлĕпĕр. Чи пысăк ĕç _ ялсене пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтересси. Чăваш Республикин Президенчĕн Программипе килĕшỹллĕн, кăçал пилĕк яла _ Шăмăршăна, Виçпỹрт Шăмăршăна, Палтиелпе Патиреке тата Пăчăрлă Пашьелне таса шыв илсе çитерес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçламалла. Çавăн пекех, ял урамĕсенчи çулсене тĕпрен юсамалла е çĕнĕрен тумалла. Кăçал çак тĕллевпе 18 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртрăмăр. Укçа-тенкĕ тупайсан, çулне ытларах та сармалла-ха. 2005 çула Парксемпе садсен çулталăкĕ тесе йышăннă май, района илемлетес, чечеклентерес, тирпейлĕрех тăвас тĕлĕшпе чунтан тăрăшса ĕçлемелле. Парксемпе садсен çулталăкĕнче пурнăçламалли ĕçсене кашни ял администрацийĕнчех палăртнă, çăва тухсан пурсăмăрăн та çанна тавăрса ĕçлеме тивет. Ял хуçалăх ĕçченĕсем ум-ĕнче тăракан тĕп задача вăл _ пысăк тухăçшăн кĕрешесси. Тупăшлă культурăсене анлăрах çул парасчĕ, çĕр пулăхне лайăхлатса пырасчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те татăклă улшăну тумалла, продукци туса илессине ỹстерме тăрăшмалла. "Пĕр пуç _ лайăх, çĕр пуç _ тата лайăхрах", - теççĕ халăхра. Район экономикипе социаллă пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе паракан кашни ырă сĕнĕвех эпĕ хаваспах йышăнатăп. Вырăнти администрацисен те халăх шухăш-кăмăлĕпе пĕрмай интересленмелле, çынсен нушисене ăнланса пулăшма тăрăшмалла