АСРА ЮЛНĂ ТĔЛ ПУЛУ
Ăс _ хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе _ ырлăх-телей патне" _ çак тĕллев Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕн вĕренỹпе воспитани ĕçĕсенче чи паллă ыйтусенчен пĕри. Ăна тĕрĕс йĕркелесе пырас тесе сахал мар ĕçлеççĕ кунта. Акă, нумаях пулмасть шкулти библиотека йĕркеленипе 5 "б" класра вĕренекенсемпе вĕсен амăшĕсем хушшинче интереслĕ тĕл пулу иртрĕ. "Анне сăмахран сумлă сăмах çук", "Турă пур çĕре те ĕлкĕрейменнине анне тунă", "Хĕвелпе çутă, аннепе ăшă" _ çакăн пек тата ытти ваттисен сăмахĕсем тăтăш илтĕнчĕç тĕл пулура. Тĕл пулăва халалланă "Аннесен куçĕсене пăхар-ха" курав уйрăмах пурне те килĕшрĕ. Ачасем хăйсем чи çывăх, хаклă çын сăнарĕсене питĕ тĕплĕ сăнланă кунта: акă вĕсем хăйсен пепкисен "5" паллипе савăнаççĕ, тепĕр ỹкерчĕкре вара вĕсен йывăрлăхĕсемшĕн пăшăрханакансем те пурри курăнать. Малалла Н.В. Игнатьева библиотекарь, Н.Н. Абрамова вĕрентекен амăшĕсене çитĕнекен ăрăва тĕрĕс ỹссе çитĕнтерес ыйтупа ĕçлемелли усăллă сĕнỹсемпе паллаштарчĕç. Çакăн хыççăн О. Кудряшова, И. Давыдова, К. Погашева, Н. Сетнерова, Н. Чемерова (5 "б"), О. Вазанова (5 "а") вĕренекенсем пĕрин хыççăн тепри ашшĕ-амăшĕсене халалланă сăвăсем вуларĕç. Тĕл пулăва хутшăннисем "Пĕр-пĕрне аван пĕлетпĕр-и?" конкурсра уйрăмах хастар пулчĕç. Амăшĕсем ачисене, ачисем амăшĕсене, "суккăр" куçпах, алă вăйĕн сисĕмĕпе те пурте туйса, палласа илчĕç-çке. Шăпах çакăнта тăванлăх юнĕ таçта та пĕр-пĕрин патне туртăнни палăрчĕ те ĕнтĕ. Савăнăçлă тĕл пулу нумайлăха асра юлмалла иртрĕ, çавра сĕтел хушшинче вĕри чей ĕçнипе вĕçленчĕ