Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СЫВЛĂХ _ ЧИ ХАКЛĂ ТУПРА е "Укçа пулмасан больницăна та каяймăн", _ тени тĕрĕс сăмах-и?

Журналист ĕçĕпе тĕрлĕ ялта пулма, тĕрлĕ çынпа курса калаçма тивет. Паллах, хам лайăх паллакан çынсен сывлăхĕпе те интересленетĕп. "Чипер-ха, сывлăх енчен аптăрамастăп", _ тесен, чун савăнать. Анчах тепĕр чух çак сăмахсене те илтме пулать: "халĕ пурте тỹлевлĕ вĕт, укçа пулмасан больницăна та каяймăн". Вĕсен сăмахĕпе, укçасăр çыннăн килтен тухмасăр вилĕме кĕтмелли çеç юлать. Чăнахах та çаплах-ши вара? Хальхи вăхăтра тỹлевсĕр сиплев пачах та çук-ши? Çак ыйтупа эпĕ районти халăх сывлăхĕшĕн пуринчен те яваплăрах çынпа _ Шăмăршăри больницăн тĕп врачĕпе О.И. ЛЬВОВПА тĕл пулса калаçрăм. _ Раççей Федерацийĕн Конституцийĕпе килĕшỹллĕн, _ терĕ О.И. Львов, _ пирĕн çĕршывра тỹлевсĕр медицина упранса юлнă-ха. Чăнах та, экономикăри пысăк йывăрлăхсене пула, медицина валли укçа-тенкĕ çителĕксĕр уйăраççĕ. Çапах та: "укçа пулмасан больницăна каяймăн", _ сăмахпа килĕшес килмест. Шурă халатлă ĕçченсем çынсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пурне те тăваççĕ. _ Олег Иванович, халăх сывлăхне сыхлас ĕç валли район бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ çитсе пырать-и? _ Бюджет укçи тĕп больницăна тата ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене тытса тăма, ĕç укçи тỹлеме çеç çитет. Стационар валли укçа юлмасть те. Эмелсене зпир икĕ çăл куçран _ медицина страхованийĕ урлă тата Чăваш Республикинчи Сывлăх Министерстви кашни кварталтах иртерекен конкурс тăрăх туянатпăр. Сăмахран, кăçал медицина страхованийĕ урлă район пурĕ 1 миллион та 134 пин тенкĕлĕх эмел илнĕ. Кашни чирлĕ çынна кунне 33 тенкĕлĕх эмелпе тивĕçтернĕ. _ 33 тенкĕ ытла та сахал-çке! Халĕ тепрер эмел 70-100 тенкĕ е унтан та ытларах тăрать вĕт. _ Тĕрĕс, эмелсем йỹн мар. Çавăнпа та эпир чи кирлисене çеç туянма тăрăшатпăр. Çынсен тĕп чирĕсене сиплеме эмелсене тỹлевсĕрех уйăратпăр, хушма чирсем палăрсан вара эмелсене хăйсен туянма тивет. Нумайăшĕ шприцсене хăйсен укçипе туяннипе кăмăлсăр. Шухăшласа пăхăр-ха: пĕр çын пуçне тивекен 33 тенкĕпе миçе шприц туянайăн? Чăнах та, пирĕн нумай хут усă курмалли кĕленче шприцсем кашни уйрăмрах çителĕклĕ, анчах чирлисем пĕр хут усă кураканнисемпе укол тутарасшăн. _ Чирлĕ çыннăн больницăна хăйпе пĕрле мĕн-мĕн илсе килмелле? _ Чи малтан, паспорт (ачасен _ çуралнă хут) тата строховани полисĕ пулмалла. Полиса вăхăтра тăстарса пымалла. Çак документсем пулмасан, медицина страхованийĕ пирĕн валли укçа уйăрмасть. Санитарипе гигиена хатĕрĕсене илсе килсен те лайăх. Больницăра чашăк-тирĕк, кашăксемпе кружкăсем çителĕксĕррине йышăнатăп. Хăвăрăн алшăлли, шăл тасатмалли хатĕрсем, супăнь пулсан питĕ аван. _ Чирлĕ çынсем апат япăх пирки те ỹпкелешеççĕ... _ Чăнах та, больница апачĕ килти мар, тỹшеке кура урана тăсма тивет. Çапах кунне виçĕ хутчен апатлантаратпăр. Ытларах яшка-пăтă пĕçеретпĕр, винегрет хатĕрлетпĕр. Какай вара сахал, чĕрĕ пулă пирки те мухтанма çук. Больница апачĕ çын пуçне кунне 20-23 тенке ларать. Кашни чирлĕ çыннах талăкра 350 грамран кая мар çăкăр тивет. Ман шутпа, çакă çителĕклĕ, çăкăр сахал тесе каланине илтмен. _ Ĕлĕкрех сирĕн хушма хуçалăх та пурччĕ, сыснасем усраттăр. Халĕ вăл кирлĕ мар тесе шутлатăр-и? _ Хушма хуçалăх больницăна тăкак кỹрет. Çавăнпа та апат-çимĕç продукчĕсене туянни лайăхрах. _ Олег Иванович, 2005 çулта граждансене çăмăллăхсем панă çĕрте пысăк улшăнусем пулмалла. Эмелсене тỹлевсĕр е çурма хакпа тивĕçтермелли йĕрке упранса юлĕ-ши? _ Федераллă тата республика пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхсем упранса юлаççех. Вăрçă инваличĕсемпе çарти çапăçусене хутшăннисем, Ленинград блокадинче асап курнисем, пĕтĕмĕшле чире пула инвалида тухнисем тата ытти категорири çынсем федераллă çăмăллăхсемпе, ĕç ветеранĕсем, СССР е Раççей Хисеплĕ донорĕсем, инвалид мар чирлисем республика çăмăллăхĕсемпе усă курĕç. Хаçатра сăмах панипе усă курса, эпĕ хама пăшăрхантараканни пирки каласа хăварасшăн. Юлашки çулсенче халăх хушшинче ĕçкĕпе иртĕхесси анлă сарăлчĕ. Кăçал больницăна эрехпе е суррогатсемпе, наркăмăшлă препаратсемпе сиенленнĕ 91 арçынпа 27 хĕрарăма илсе килчĕç. Вĕсене çăлса хăварассишĕн хаклă тăракан эмелсем тăкакланă. Эрех ĕçнине пула аварисем тăтăш пулаççĕ, сусăрланнисене ура çине тăратас тесен хаклă эмелсем кирлĕ. Çав вăхăтрах тепĕр çын валли чи кирлĕ эмел çитмест. Район администрацийĕ куллен пулăшса тăнипе, больницăн пурлăх никĕсĕ çирĕпленсех пырать. Хальхи вăхăтра ача çуратмалли уйрăма юсатпăр, килес çул вăл ача çуратакан хĕрарăмсене йышăнĕ. Кунта хуларинчен пĕрре те кая мар условисем пулĕç. Районти 4 ялта çемье тухтăрĕн офисĕсем ĕçлеççĕ, халăх сывлăхне сыхлаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться