Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПУРНĂÇ ПАРНЕЛЕÇÇĔ ÇЫНСЕНЕ

Хуть мĕнле эмел препаратне те урăххипе ылмаштарма пулать. Анчах та юна нимĕнле те ылмаштарма май çук _ кислород функцине нимле препарат та пурнăçлаймасть. Юн _ организмăн тканĕ. Ытти тканьсемпе танлаштарсан, вăл хăйĕн хутăшĕпе тата тытăмĕпе чи кăткăсси шутланать. Çын инкеке çакланса юн нумай çухатсан, ăна вилĕмрен хăтарса хăварма пултарать. Йывăр чирлĕ çынсене вилĕмрен çăлас тесе, юн резервне туса хурас тĕллевпе декабрĕн 14-мĕшĕнче районта Донорсен куне йĕркелерĕмĕр. Ярăславри, Васанти, Хайпăлари, Палтиелĕнчи, Патирекри, Анат Чаткасри тата Тури Чаткасри донорсем _ Палтиелĕнчи врач амбулаторийĕнче, Кивĕ Шăмăршăри, Виçпỹрт Шăмăршăри, Пуянкассинчи тата Кахăрлă Шăхалĕнчи донорсем Виçпỹрт Шăмăршăри Культура çуртĕнче юн пачĕç. Донор кунĕ йĕркелĕ те ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕ. Юн паракансем Ярăславран _ 14 çын, Васантан _ 19, Хайпăларан _ 12, Палтиелĕнчен _ 13, Патирекрен _ 6, Тури Чаткасран _ 11, Анат Чаткасран _ 7, Кивĕ Шăмăршăран _ 7, Виçпỹрт Шăмăршăран _ 18, Пуянкассинчен 22 çын пулчĕç. 131 донортан 71-шĕ - арçынсем, 60-шĕ хĕрарăмсем. Юн парас текенсем йышĕ пысăкрах пулмалаччĕ. Анчах та шута илмелли сăлтавсене пула хăшпĕрисен юнне илме май килмерĕ. Пĕрисен _ юн пусăмĕ пысăк, теприсене нумаях пулмасть операци тунă е унччен пĕвер чирĕсемпе чирлесе ирттернĕ. Маларах алкоголь шĕвĕкĕсем ĕçнĕ май, чылай арçыннăн юнне йышăнманман. Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ Хĕрес обществин районти комитечĕ çынлăх акцине _ Донорсен кунне активлă хутшăннă çынсене чĕререн тав тăвать, çирĕп сывлăхпа телей сунать. Донорсен черетлĕ кунĕ 2005 çулхи март уйăхĕнче иртет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться