Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçчен алăра ĕç вĕрет

Хаçат кăларакан çынсем çинчен çырсах каймаççĕ, вĕсен ĕçĕ çав тери йывăррине те халăх пĕлмест. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, журналистсемпе полиграфистсен ĕмĕрĕ çĕршывра чи кĕскисен шутĕнче. Ĕç условийĕсем те, тĕрлĕрен кăткăс лару-тăру та ĕмĕре кĕскетеççех ĕнтĕ. Ирĕлекен тăхлан хутăшĕпе сăр шăршипе вуншар çул шăршла-ха тата, ара кунта уçă сывлăша тухмасăр хаçат валли йĕрке хыççăн йĕрке шăрçала-ха. Ахальтен мар ĕнтĕ редакципе типографире ĕçлеме кадрсем тупасси яланах çивĕч ыйту шутланнă, ĕçе кĕнисем те вăрах хушă тытăнса тăраймарĕç. Людмила Георгиевна Борисова вара (хĕр чухнехи хушамачĕ _ Антонова) 30 çул ытла ĕнтĕ хаçат кăларать. Саспалли пухакан та, хаçат кăларакан та пулнă вăл, хăйне шанса тăнă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Хастар ĕçшĕн ăна республикăри тата районти ертсе пыракан органсен Хисеп грамотисемпе пĕрре çеç мар хавхалантарнă. Кăçалхи Акатуйра та Людмила Георгиевна пĕтĕм халăх умĕнче чыс-хисеп турĕç, хаклă парнепе кăмăлне çĕклерĕç. Паян пирĕн хисеплĕ Л.Г. Борисова çуралнăранпа 50 çул çитрĕ. Çак ятпа ăна тăван коллектив чун-чĕререн саламлать, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 декабря 2004
00:00
Поделиться