ЯНĂРАÇÇĔ ПРАЛУКСЕМ ...
Энергетиксен профессилле уявĕ умĕн пирĕн корреспондент "Чувашэнерго" ОАОн Шăмăршă районĕнчи электро сеть начальникĕпе А.В. Денисовпа тĕл пулса калаçнă, ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _ Александр Витальевич, чи малтанах производство планĕсем пирки калаçар пулĕ. Кăçал валли палăртнă тĕллевсене пурнăçлама май килчĕ-и? _ 2004 çул валли йышăннă плансене коллектив чыслăн пурнăçларĕ теме пулать. Сăмахран, пирĕн 10 пин киловольтлă электролиние кăçал 21 километр тăрăшшĕ Тĕпрен юсамаллаччĕ, эпир вара çак ĕçе 25 километр тăрăшшĕ пурнăçларăмăр. Ялсенчи урамсенчи 0,4 киловольтлă электролиние вара 15 километр тăрăшшĕ юсарăмăр. Çакнашкал ĕçе 11 километр тăрăшшĕ тума палăртнăччĕ. Çĕрĕшнĕ юпасене, кивелнĕ электропроводсене çĕннисемпе ылмаштартăмăр. Кăçал район территорийĕнчи 16 подстанцири трансформаторсене тата автоматика хатĕрĕсене юсамаллаччĕ, эпир вара ку ĕçе 22 подстанцире турăмăр. Кунта пире республикăри "Энергосетьстройăн" кăнтăр районĕсенчи предприятийĕн ĕçченĕсем пысăк пулăшу панине те асăнмалла. Вĕсем районти 10 километр тăрăшшĕ электролиние тĕпрен юсаса хăварчĕç. _ Сирĕн ĕç, паллах, йывăр та яваплă, вăл пурнăçшăн пысăк хăрушлăхпа çыхăннă... _ Ку тĕрĕсех. электроэнергисĕр этем пурăнаймасть. Халăх унта тĕрлĕ енлĕн усă курать. Ял çыннисене, предприятисемпе организацисене тата учрежденисене электроэнергипе пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăрасси _ пирĕн 15 çынлă коллективăн хисеплĕ тивĕçĕ. электролинисене, тĕрлĕ аборудованисене пĕр тикĕс тата кирлĕ пек ĕçлеттерессишĕн çине тăрса вăй хуратпăр. Çуллахи çил-тăвăл тата хĕллехи çил-тăман вăхăтĕнче вăл е ку вырăнти электролини юрăхсăра тухсан, талăкăн кирек-хăш вăхăтĕнче те ăна шутлă сехетсенчех тăрăшатпăр. Хăрушăрсăрлăх йĕркисене инструкци хушнă пек туса пырасси пирĕн коллективра тĕп вырăнта тăрать. Работниксем ку енĕпе кĕске сроклă курсенче пĕлỹ пухаççĕ, ĕç вырăнĕнче кулленех инструктаж илеççĕ. Çавăн пекех вĕсем курссенче хăйсен профессилле квалификацине ỹстереççĕ, экзаменсемпе зачетсем параççĕ. _ Техника паркĕ еплерех "сывлать"? _ Пирĕн ĕçре усă курмалли УАЗ маркăллă 2 автомашина, ГАЗ-66 маркăллă пĕр автомашина пур. Кунсăр пуçне МТЗ-82 тата юпасем лартакан БМ-205 тракторсемпе те усă куратпăр. Паркри йывăрлăхсене хальлĕхе çĕнтерсе пыратпăр-ха. _ Хăвăрăн пысăках мар коллективăрпа вулакансене кĕскен те пулин паллаштараймăр-и? _ Тархасшăн. Тĕпрен илсен, пирĕн коллективра ĕçре пысăк опыт пухнă çынсем вăй хураççĕ. Акă, монтерсен бригадин бригадирĕ Анатолий Любимов, Влодимир Денисов монтерсем, Сергей Тимофеев, Валерий Фоминпа Сергей Цветков дежурнăй монтерсем 10 çултан пуçласа 20 çул таранах тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Çамрăк монтерсем _ Пĕтр Цыганов, Сергей Елов тата Владимир Кудряшов вĕсенчен вĕренсе пыраççĕ. Николай Чернов тракторист та 10 çул ытла тăрăшать. Вăл икĕ трактора та пăхса тăрать, хăшĕ кирлĕ, çавăнпа çула тухать. Сергей Сандрейкин, Вячеслав Кудряшовпа Анатолий Горбунов чылай çул хушши водитель тивĕçпе пурнăçлаççĕ, хăйсене шанса панă автомашинăсене яланах юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Вячеслав Тимофеев вара мастер должноçĕнче вăй хурать. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă инженер-электромеханик дипломне илнĕскер, çамрăк специалист хăйĕн ĕçне профессилле ăсталăхпа туса пынине палăртас килет. Юлашкинчен хамăр коллективри тата районти мĕн пур энергетиксене, профессилле уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.