ШКУЛТА ЯЛ БИБЛИОТЕКИ УÇĂЛЧĔ
2004 çулхи апрель уйăхĕнче пирĕн ялта, Кивĕ Чукалта, пысăк инкек сиксе тухрĕ _ пушара пула Культура çурчĕпе библиотек апулнă вырăнта кĕлпе кăмрăк купи кăна тăрса юлчĕ. Вулав çуртĕнчи кĕнекесен фончĕ пĕтĕмпех çунса кайрĕ. Библиотекăсăр ял пурăнма пултараймасть. Çакна тарăннăн ăнланса, райадминитсраци пуçлăхĕ В.П.Фадеев пире вырăнти шкулта пĕр пысăк пỹлĕм уйăрса пачĕ. Çу кунĕсенче ăна юсаса-сăрласа илемлетрĕмĕр. Районти тĕп библиотекăран сĕтел-пуканпа кĕнекесен комплекчĕсем пачĕç. Ялсенчи библиотекăсем те тĕрлĕ изданисемпе пулăшрĕç. Паллах, шкул библиотеки те айккинче юлмарĕ. Хамăр ял çыннисем тĕрлĕ тематикăллă кĕнекесем, журналсен подшивкисем парнелерĕç. Шкулти учительсем çĕнĕ кĕнекесем туянма укçа пухрĕç. Кĕскен каласан, ял библиотекине хута яма пурте тăрăшрĕç. Август уйăхĕнче шкулта вырнаçнă ял библиотеки çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Ял çыннисем _ кĕнеке тусĕсем кунта кулленех хăйсене килĕшекен кĕнекесем суйласа илеççĕ, хаçат-журнал вулаççĕ. Шкул ачисем те кунта йышлăн çỹреççĕ. Вулав çуртĕнче ăшă, çутă та тирпейлĕ. Чỹрече янахĕсемпе сĕтелсем çинче _ хитре чечексем. Библиотека малтанхинчен пĕрре те кая мар. Унчченхи пекех, библиотека çумĕнче "Пилеш" фольклор ансамблĕ ĕçлет. Унăн репетицийĕсем пĕр тикĕс иртеççĕ. Нумаях пулмасть пирĕн коллектив халăх умне çĕнĕ программăпа тухрĕ, Кĕр сăрин уявне кăтартса пачĕ. Асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсен юрри-ташшипе такмакĕсене ял çыннисем яланхи пекех хапăлласа йышăнчĕç. Мероприяти шкулта иртрĕ. Библиотекăна çĕнĕрен уçма, ăна кĕнекесемпе пуянлатма пулăшнăшăн ял-йыш район администрацине чĕререн тав тăвать. Эпир те, библиотекарьсем, тĕрлĕ изданисем парнеленĕшĕн тăван ял-йыша чĕререн тав тăватпăр.
"Шăмăршă хыпарĕ"