"КИЛЕХ, ЫВĂЛĂМ", - АЙ ТЕМЕРĔ...
Уй варринче лаштра юман. "Атте!" тесе ай пытăм та, "Килех, ывăлăм", - ай темерĕ, Чун хурланчĕ, макăртăм та... (Чăваш халăх юрри). ÇУЛ хыççăн çул иртсен те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăх асĕнчен тухмасть. Ытла та пысăк çухату кỹчĕ ылханлă вăрçă, кашни килĕрен тенĕ пекех кам та пулин фронтран таврăнаймарĕ. Эпир _ аттесемсĕр тăрса юлннисем _ хамăр та тахçанах асатте е кукаçей пултăмăр. Пирĕн ачалăх çав тери йывăр вăхăтра иртрĕ. Çынсен ачисем пек "атте" сăмаха калаймарăмăр, пире пуçран шăлса ачашлакан та, пирĕн хута кĕрекен те пулмарĕ. Çынсен ачисем, кам та пулин кỹрентерсен, "аттене каласа паратăп!" тетчĕç. Пирĕн вара хамăра хамăрăнах хỹтĕлемелле пулнă. Хамăр ялти аттесĕр ỹснĕ ачасене ятран асăнсан та ỹпкелемест пулĕ, тетĕп. Акă вĕсем, выçăллă-тутăллă ỹссе те çынлăха çухатман паттăрсем: Иван Тимофеевич Карзанов, Василий Тимофеевич Карзанов, Николай Никифорович Борзов, Петр Никифорович Борзов, Василий Николаевич Чамеев, Петр Николаевич Чамеев, Петр Захарович Трифонов, Иван Михайлович Мандрюков, Христофор Константинович Веденеев, Николай Алексеевич Чамеев, Петр Алексеевич Чамеев, Николай Александрович Трифонов, Валентин Федорович Чамеев, Василий Владимирович Ларионов, Петр Григорьевич Чамеев, Петр Николаевич Чамеев, Петр Константинович Мандрюков, Геннадий Семенович Чамеев, Федор Поликарпович Захаров, Василий Поликарпович Захаров, Степан Егорович Малеев, Леонид Моисеевич Тридворнов, Алексей Прохорович Тюнюков, Ефим Алексеевич Ильин, Михаил Алексеевич Ильин, Василий Егорович Борзов, Киф Петрович Малеев, Лев Егорович Малеев, Павел Данилович Денисов, Владимир Иванович Крикикн, Леонтий Фомич Крикин, Владимир Трофимович Лубошнов, Владимир Ильич Сергунов, Юрий Ильич Сергунов, Владимир Тихонович Чамеев, Василий Михайлович Карзанов. Çак çынсем _ ун чухне çап-çамрăк ачасем _ колхозри мĕнпур ĕçе хутшăннă. Лашапа е вăкăрпа суха тунă, тырă акса пухса кĕртнĕ, патшалăха леçнĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте те халтан кайичченех ĕçленĕ, вăрман касма та вĕсемех кайнă. Урасенче тăла чăлхапа çăпатаччĕ, çуркунне çăпата тĕпне йывăçран такан туса çĕлесе хураттăмăр. Улăма 4-5 метрлă сенĕксемпе купалаттăмăр, шăла çыртса, вăй-хăват пухса ĕçлеттĕмĕр. 1928 çулта çуралнисене тата вĕсенчен кĕçĕнреххисене фронта илмерĕç. Вĕсем пире _ вĕтĕр-шакăра _ ĕçлеме вĕрентсе пыратчĕç. Михаил Никифорович Борзов, Петр Тимофеевич Карзанов, Николай Захарович Трифонов, Илья Александрович Трифонов, Аркадий Алексеевич Афанасьев, Иван Алексеевич Карзанов, Петр Александрович Микушин, Лазарь Илларионович Чамеев, Василий Николаевич Тимербулатов, Василий Владимирович Ларионов, Христофор Константинович Веденеев. Василий Александрович Чурбанов мĕн пенсие кайичченех гусеницăллă тракторпа ĕçлерĕ, ялта ырă ят çĕнсе илчĕ. Николай Петрович Малеевпа пĕрле ĕçлерĕç. Петр Семенович Малеев, Егор Иванович Головин тата ыттисем тăван колхоза тĕреклетессишĕн пысăк вăй хучĕç. Кунта асăннă юлташсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, тĕрлĕ çулсенче пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Вĕсен ячĕсене ял халăхĕ манмасть
"Шăмăршă хыпарĕ"