Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

САВĂНТАРЧĔÇ, ХУМХАНТАРЧĔÇ ÇĔНĔ СĂНАРСЕМ.

Валентина Львова режиссер ертсе пыракан халăх театрĕ Республикăра чи лайăххисен шутĕнче тăрать. Чăваш Енре иртекен тĕрлĕ мероприятисенче вăл яланах лауреат ятне çĕнсе илет. Шăмăршă артисчĕсен спектакльне Чăваш телевиденийĕпе те кăтартнă. Творчествăри çитĕнỹсемшĕн нумаях пулмасть Валентина Александровнăна Чăваш Республикин Культура, наци, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин грамотипе наградăланă. Район çыннисене халăх театрĕ çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарсах тăрать. Акă, иртнĕ эрне кун вăл Шăмăршăри Культура керменĕн сцени çине вырăсла лартнă спектакльпе тухрĕ. Ярослав Стельмах драматург çырнă 2 пайлă "Привет, синичка!" пьеса тăрăх хатĕрленĕ творчество ĕçне куракансем яланхи пекех ăшшăн йышăнчĕç (художник-постановщикĕ Николай Угарин). Тỹрех каламалла: психологилле спектакльте выляма хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсене çăмăлах килмерĕ. Кунта пĕтĕм ĕç-пуç тата хирĕçỹсем шкул выпускникне пама палăртнă ылтăн медальпе çыхăннă. Алла алă çăвать тенешкел, шкула уйăракан медале шкул директорĕ пысăк должность йышăнакан руководителĕн вăтам вĕренсе пыракан ывăлне наградăлама шутлать иккен... Тỹрĕ кăмăллă выпускник çакна хирĕçлет, ашшĕ-амăшне те хăйĕн пекех пулма ỹкĕтлет. Хирĕçỹ-тавлашусем витĕр геройсем чунпа тасалса тухнине халăх театрĕн артисчĕсем витĕмлĕн кăтартса пама пултарчĕç. Ирина Новоселова (Оля), Мария Желудкина (Нина Платоновна), Елена Воронцова (Клавдия Николаевна), Андрей Кондратьев (Витька), Александр Верьялов (Сергей), Ирина Федорова (амăшĕ), Владимир Павлов (ашшĕ) тата Татьяна Яковлева (асламăшĕ) хăйсен ролĕсене ĕненмелле вылярĕç. Тулли зал вĕсене чылайччен алă çупса чысларĕ. _Çывăх кунсенчех çĕнĕ спектакльпе районти ялсем тăрăх çỹреме палăртатпăр, - терĕ Валентина Амросьевна. _ кунсăр пуçне кỹршĕллĕ районсенчи хăш-пĕр ялсене те çитесшĕн. Ялта "Привет, синичка!" спектакль пулассине çирĕплетекен пĕлтерĕве вуласа тухсанах Культура çуртнелле васкăр хисеплĕ район çыннисем. Спектакль сирĕн чун-чĕрене çĕнĕ туйăмсемпе хавхалантарĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться