Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХĔРАРĂМСЕНЕ - ПАТШАЛĂХ ТИМЛĔХĔ

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕпе Н.И.Ендиеровпа тĕл пулса калаçнă, ăна хальхи вăхăтра ачасем ỹстерекен хĕрарăмсемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хуравлама ыйтнă. _Николай Иванович, çул çитмен ачасем çитĕнтерекен хĕрарăмсем районта миçен? Нумай ачаллă çемьесем мĕн чухлĕ шутланса тăраççĕ? _Патшалăх çул çитмен ачасем ỹстерекен 2240 хĕрарăма пособи тỹлесе тăрать )3220 ачашăн). Нумай ачалă çемьесем 273 шутланаççĕ, çав шутра 3 ачаллисем _ 237, 4 ачаллисем _ 25, 5 ачаллисем _ 9, 6 ачаллисем -2 çемье. Ытти йышши çемьесене илсен, тулли мар çемьесем - 202, хĕрарăм пĕччен ача çитĕнтерекен çемьесем - 125 (вĕсенче - 138 ача). Сĕмçтăлăх ỹсекен ачасем _ 44-ăн. Патшалăх садике çỹрекен çакнашкал ачасене _ 1500 тенкĕ, шкула çỹрекеннисене 2400 тенкĕ пособи тỹлесе тăрать. _Ачасемшĕн çăмăл мар лару-тăру хуçаланакан "йывăр" çемьесемпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр? _Кун евĕр çемьесене пурне те уйрăм учета илеĕ. Вĕсем пурĕ 32 шутланаççĕ. Хăш-пĕр çемьесенче упăшкипе арăмĕ те ĕçкĕпе иртĕхеççĕ. Теприсенче вара çăмăлттай хĕрарăмсем упăшкасăрах ачасем çуратнă та, вĕсене кукамăшĕсене парса хăварнă. Çамрăк хĕрарăмсем ĕçкĕ-çикĕпе туслă пурăнаççĕ, тĕрлĕ ар çынсемпе паллашаççĕ, хăйсен ачисем çинчен сахал аса илеççĕ. Хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшман амăшĕсемпе май килнĕ таран ĕçлеме тăрăшатпăр. Райадминистрацин çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсемпе тата специалистсемпе пĕрле "йывăр" çемьесене çитетпĕр, ашшĕ-амăшĕсене хăйсене йĕркеллĕ тытма, ачасене кирлĕ тимлĕх уйăрма сĕнетпĕр. Хамрă пата чĕнтерсе илсе те калаçатпăр. Хăш-пĕр хĕрарăмсем каланине ăнланаççĕ, тỹрленме тăрăшаççĕ. Питĕ шел, амăшĕн тивĕçĕ çине çиелтен пăхакансем те пур. _Ачасене лагерьсенче канма кăçал миçе путевка уйăрнă? _Нумай ачаллă, сахал тупăшлă, тăлăх тата сĕм тăлăх çемьесенчи ачасене пурĕ 49 путевка панă. Вĕсем республикăри "Белые камни", "Чайка", "Салют", "Алый парус", "Лесная сказка" лагерьсенче канса килчĕç. Тỹлевсĕр путевкăсене хĕллехи, çурхи, çуллахи, кĕрхи каникул кунĕсем умĕн валеçетпĕр. _Амăшĕсен кунĕ тĕлне районта мĕнлерех мероприятисем иртеççĕ? _Амăшĕсене халалланă мероприятисем кашни ялтах пулаççĕ. Ку ĕçе ял администрацийĕсем тата вырăнсенчи хĕрарăмсен совечĕсем йĕркелеççĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче пысăк концерт, тĕп библиотека çумĕнчи "Пурнăç çулĕ" клубăн черетлĕ занятине ирттерме палăртнă. Искуство шкулĕн художество уйрăмĕнче ачасен ỹкерчĕкĕсен куравне уçнă. Районти тĕп библиотекăра "Сăмахăм _ анне çинчен" кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Юлашкинчен районти мĕн пур хĕрарăмсене паллă уяв _ Амăшĕсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться