ГАЗИФИКАЦИ: ХЫТ УТĂМЛĂ 10 ÇУЛ.
1994 ÇУЛХИ ноябрĕн 25-мĕшĕ Шăмăршă районĕн историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлма тивĕç. Пĕлместĕп, çырмашкăн ылтăнне тупайăпăр-и, анчах халăх асĕнче çак кун ĕмĕрлĕхех юласси пирки иккĕленместĕп. Мĕнле чаплă событи пулнă-ха районта шăп та лăп 10 çул каялла? Аса илтерем: 1994 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Шăмăршă тăрăхне Çĕпĕр газĕ çитнĕ. Акă мĕн çырнăччĕ эпĕ ун чух "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра çав савăнăçлă пулăм пирки: "Çĕнĕ Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи газ валеçекен станцие ĕçе кĕртнине тата çут çанталăк пуянлăхне _ "сенкер çулăма" чи малтанхи хут чĕртнине халалласа савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Район çыннисен пысăк савăнăçне пайлама Шăмăршăна чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров та килнĕ. Вăл района газитТата факел çутрĕ. Тỹрех каламалла, ку вăл района газификацилес ĕçсен малтанхи тапхăрĕ кăна-ха. 18 километра тăсăлакан Çĕпрел-Шăмăршă газопровода хывма кăна 1,5 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ, пурлăх ресурсĕсемпе ĕç вăйĕ те чылай кайнă. Умра çав тери пысăк та ответлă ĕçсем тăраççĕ. Çапах та район çыннисем çакна çирĕп шанаççĕ: пурнăç йывăрлăхĕпе ахăрсамана пăлханулăхне пăхмасăр ял çыннисен килĕсене "сенкер çулăм" ăшăтма пуçлĕ". Савăнăçлă митингра район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев, "Гвардеец" коллективлă хуçалăхри ĕç ветеранĕ А.С.Ястребова, Уруков ячĕллĕ колхоз председателĕ Н.А.Хабибуллов тата ыттисем ăшă сăмахсем каланăччĕ. Çав шутра мана та сăмах пачĕç. "Çĕнелет кунсерен тăван Шăмăршă, Çитрĕ газ яла Çĕпĕртен. Вăхăт çитĕ _ кăмрăк та манăçĕ, Президентăмăр, тав Сире пиртен!" _пуçра васкавлă çуралнă çак йĕркесене вуласан, Н.В.Федоров мана алă тытса саламларĕ. "Ну, пĕр эрне аллуна çумастăн ĕнтĕ!" _ шỹтлерĕç кайран юлташсем. 1994 çул хыççăн çакăн пек митингсем тата та пулчĕç, яла çут çанталăк газĕ çитнине халăх чăн-чăн уяв пекех паллă тăватчĕ. Газ кĕртекенсем канăçа пĕлмесĕр ĕçленипе, район ертỹçисем чунтан тăрăшнипе ял хыççăн ял газлă пулчĕ, патăрьелсемпе канашсем пирĕн çине ăмсанса пăхатчĕç. Халĕ те ăмасанаççĕ: кỹршĕсем пысăк ялсене газификацилессине те вĕçлемен пулсан, эпир чи аякри пĕчĕкçеç паççулккасене та "сенкер çулăм" ырлăхĕпе савăнтарма пуçласшăн. Н.В.Федоров Президент 2004 çулта республикăри ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçе вĕçлеме палăртни пирĕн районта туллин пурнăçланасси пирки иккĕленỹ çук. КĂÇАЛ эпĕ Улмаллă, Вырăс Чукал, Асанкасси, Шамкай ялĕсене газ кĕртнипе уявлама хутшăнтăм. Çывăх вăхăтра Канашпа Хĕрлĕ Васан тата Максим Горький паççулккисенче те çакăн пек уявсем пулĕç. (Çак пĕчĕк ялсенче газ кĕртме хатĕрпе пĕрех, вак-тĕвек ĕçсем çеç юлнă). Çапах та пĕрремĕш уяв кунĕ _ 1994 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕ _ нихăçан та асран тухас çук. Эсĕ те ан ман çак куна _ тăванăм, хăта, тăхлачă, аппа, шăллăм!