Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇЫХĂНУСЕМ ЛАЙĂХЛАНАÇÇĔ, ÇИРĔПЛЕНЕÇÇĔ

"Перекет касси _ экономика амăшĕ, чухăнсен хỹтлĕхĕ", - тенĕ революцичченхи Раççейре. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ халăхпа ун хушшинчи çыхăну яланах тачă пулнă, ку халĕ те çаплах. Чăваш Республикин Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офиснех илер-ха, акă. Кунти вкладсен пĕтĕмĕшле хисепĕ Халĕ 27,9 миллион тенкĕпе танлашать. Клиентсемпе ĕçлесси те лайăхлансах пырать. Вĕсен ыйтăвĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе 29 работник тимлет, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ _ ялсенчи филиалсенче. Филиалсем тенĕрен, пиллĕкĕшĕнчен иккĕшĕ халĕ çĕнĕ çуртсенче ĕçлеççĕ, кĕçех Карапай Шăмăршăра та клиентсене лайăхлатнă условисенче йышăнма пуçлатпăр. Эпир çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паратпăр. Сăмахран, пирĕн урлă 1203 çын ĕç укçи, 1985 çын тĕрлĕ пенсисем илсе тăраççĕ. Кунсăр пуçне кредитсемпе ссудăсем парас тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Иртнĕ вунă уйăхра, тĕслĕхрен, 2200 çын 45,2 миллион тенкĕлĕх кредитсем илнĕ, "Çамрăк çемье" программăпа килĕшỹллĕн 45 çемье хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарчĕç. Эпир пулăшнипех кăçал кăна 948 çын газ кĕртме кредитсем илме май тупрĕç. Агропромышленность комплексне кĕрекен предприятисемпе хуçалăхсене, фермер (хресчен) хуçалăхĕсене пулăшасси те _ пирĕн тивĕç. Кăçал, сăмахран, районти 12 ял хуçалăх предприятине çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме 10 миллион тенкĕлĕх кредитсем патăмăр, пиртен пулăшу ыйтнă 3 фермер (хресчен) хуçалăхĕн ыйтăвне те татса патăмăр. Клиентсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем пирĕнпе тытакан çыхăну лайăхланса пынине маларах та асăнтăм-ха. Çавна май вĕсене май килнĕ таран пулăшма, хавхалантарма тăрăшатпăр. Пĕлтĕрхи акатуйра, тĕслĕхрен, "Яблоневская", МСО "Шемуршинская" ЗАОсем, "Карла" фермер (хресчен) хуçалăхĕ "Банка шаннăшăн" номинацире хаклă парнесемпе Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться