АННЕ, АННЕМĔР...
Атте вăрçăран таврăнаймарĕ, - аса илет Анат Чаткасра пурăнакан Нина Александровна Еремеева. _ Анне алли çине пилĕк ача тăрса юлтăмăр _ пĕри тепринчен пĕчĕкрехчĕ. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ нуша курнине каласа пĕтерме те çук. Пире _ аттесĕр ỹснисене _ уйрăмах йывăр пулчĕ. Нина Александровна вунвиççĕрех тăван колхозра пăрусем пăхма пуçланă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна колхоз правленийĕ пурçăн явлăк парса хавхалантарнă. Нина ялти маттур йĕкĕтпе _ Вася Еремеева килĕштернĕ, часах юратуллă чĕресем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Ĕçчен те тирпейлĕ Нина Александровнăна ялта пурте хисепленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна шкула техничка пулса ĕçлеме илнĕ. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре Нина Александровна 35 çул хушши вăй хунă, Анат Чаткас шкулĕ тирпей-илемпе районта та лайăхпа палăрса тăнă. Пурнăçра ыррипе пĕрле япăххи те юнашарах çỹрет çав. Йывăр чир-чĕре пула, Нина Александровна 11 çул хушши ура çине тăраймасăр вырăнпах выртнă. Çав çулсенче юратнă мăшăрĕ, "Восход" хуçалăхра ĕмĕр тăршшĕпех водительте ĕçленĕ Василий Алексеевич яланах пĕрле пулнă. Ачисем те _ районти тĕп больницăн ялти тухтăр офисĕнче водительте ĕçлекен Саша, Ульяновск хулинчи пĕр теплицăра вăй хуракан Надя, Чăваш Республикинчи ГИБДД управленийĕнчи батальон командирĕ Олег тата Ульяновск хулинчи пĕр библиотекăра тăрăшакан Ирина _ амăшне сывалма нумай пулăшнă. Чун-чĕре вăй-халĕпе паттăр хĕрарăм чире парăнмасăр ура çине тăма пултарнă. Çак кунсенче Нина Александровна Еремеева 70 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна мăшăрĕпе ачисем, çывăх тăванĕсем, çав шутра журналистсем те ăшшăн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.