ĔÇЛЕНИПЕ ÇЕÇ МАР, УПРАМА ТА ПĔЛМЕЛЛЕ.
Хуçалăхсенче ял хуçалăх техники кивелсе çитни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çĕннине туянма вара пурин те вăй çитсех каймасть. Апла пулсан, ирĕксĕрех пур пек техникăн ĕмĕрне май килнĕ таран тăсма тивет. Çакă вара тракторсемпе комбайнсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене мĕнлерех упранинчен те нумай килет. Çак кунсенче ятарлă комисси Киров ячĕллĕ, "Восход", "Искра" СХПКсенче, "Исток" ОООра пулчĕ, асăннă хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине хĕл каçма мĕнле лартнине тĕрĕслерĕ. Пытармалли çук: юлашки çулсенче карапайшăмăршăсен техника паркĕ сисĕнмеллех пушанчĕ темелле. Çавăнпах ĕнтĕ кунта кашни агрегат çирĕп шутра, вĕсене юсавлă тытма тăрăшаççĕ. Хуçалăхра кăçал та кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисене упрама лайăх хатĕрлесе лартнă. Культиваторсене, тĕштырă сеялкисене, йăрансен хушшисене кăпкалатмалли агрегатсене ятарлă уратасем çине вырнаçтарнă, тутăхма пултаракан пайсене сĕрсе тухнă, сивĕпе сиенлекеннисене склада упрама хунă, кустăрмасене шуратса вĕсенчи сывлăш пусăмне пĕчĕклетнĕ. Тĕштырă комбайнĕсем хупă ангарта шанчăклă хỹтлĕх тупнă. Сỹресене те мастерскоя кĕртсе хунă, çитес вăхăтрах вĕсене юсама тытăнаççĕ. "Исток" ОООн техника паркĕнче те çирĕп йĕрке туса хунă тени _ ỹстерсе калани мар. Çу каçа тата кĕрхи тапхăрта хирте ĕçленĕ агрегатсене лайăх тасатнă, упрама тирпейлĕн вырнаçтарса лартнă. _Кивĕ техникăна та тимĕр-тăмăра леçме васкамастпăр, - тет хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов. _ Тепĕр чухне иккĕрен пĕрре тума та тивет, кивĕ пайсене вырăнтах çĕнетме майсем тупатпăр. Юсавçăсем паян-ыран ял хуçалăх машинисене çур аки валли хатĕрлеме тытăнаççĕ. Техникăна упрас тĕлĕшпе чаткассем пуриншĕн те ырă тĕслĕх шутланаççĕ, ку тĕлĕшпе вĕсем районта чи лайăххисен шутĕнче пĕрре кăна мар пулнă. Кăçал та çак шанăç пысăк вĕсен _ çакна хамăр курса ĕнентĕмĕр. Паркра тирпей, йĕркелĕх хуçаланать. Ял хуçалăх машинисене тип-тикĕс пĕр рете, ятарлă уратасем çине, çĕре перĕнмелле мар вырнаçтарса лартнă. Пĕр сăмахпа, кунта кашни япала хăй вырăнĕнче, пурте куç умĕнче. Патирексене те хурлама чĕлхе çаврăнмасть: лайăххине епле-ха япăх тейĕн? Техникăна упрас тĕлĕшпе "Искра" хуçалăхран вĕренмелли сахал мар. Кăçал та кунта хĕле техникăна лайăх упрама лартнипе кĕтсе илеççĕ. Комбайнсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем шанчăклă хĕл каçасси пирки пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар. _Хамăрăнах ĕçлемелле вĕт, - теççĕ механизаторсем. _Халĕ çĕннине йăпăр-япăрах туянаймăн. Лайăх юсанă техника вара шанчăклă. Ку сăмахсем çумне тата мĕн хушса калайăн? Тепĕр чухне "кивви çĕннинчен ирттерет" текен чăнлăх та тỹрре тухать. Патирексем те çитес вăхăтрах юсав ĕçĕсене пуçăнаççĕ, çурхи ака-сухана хатĕрленме тытăнаççĕ.