Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ШУРĂ ÇỸÇЛĔ ВЕТЕРАН, КАЛА-ХА, МĔНЛЕ ПУРĂНАН?

Вăрçă паттăрĕсем... Эсир Тăван çĕршыва кăкăрпа хỹтĕленĕ, вилĕмпе куçа куçăн тăнă, юн ĕçен фашизма çапса аркатнă. Вăрçă хыççăн çуралнă ăрусем фронтовиксен умĕнче ĕмĕр парăмра. Сахаллăн тăрса юлчĕç Çĕнтерỹ салтакĕсем, районĕпе те тăхăрвун улттăн кăна. Кашни çулах йыш чакнăçемĕн чакать. Ах, тем пек упрас килет те вĕсене, анчах вăрçă суранĕсем ветерансен ĕмĕрне нумай кĕскетрĕç. Паян чĕрĕ тăхăрвун ултă фронтовикран çурри ытла килтен тухса та çỹреймест. Йывăр чир-чĕр ура вăйне те туртса илет, чĕрене те хавшатать. "Кашни ветеранпа питĕ тимлĕ пулмалла, кашнин ыйтăвне шута илсе пулăшма тăрăшмалла", - çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев ертỹçĕсене аса илтерсех тăрать. Ытлашши тем пулăшу ыйтмаççĕ вĕт-ха ветерансем: кил-çуртне юсамалла, кăштах тырă е выльăх апачĕ кирлĕ. Газ кĕртейменнисене вутă-шанкăпа тивĕçтермелле. Ял хуçалăх кооперативĕсене, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансен, вырăнти администраци пуçлăхĕсен, шкул коллективĕсен ватăсене пулăшассине хăйсен чи пирвайхи тивĕçĕ тесе шутламалла. Тепĕр чух ăшă сăмах та темрен хаклă. Шел те, çакăн çинчен час-часах манатпăр эпир, ветерансене кỹрентерни те пулать. Ватă çын хăйне кỹрентернине хăвăрт манаймасть, чунне ыраттарать. Йывăр-и-ха ветерана çуралнă кунпа е уяв ячĕпе саламлама? Е ултă-çичĕ тенкĕлĕх открытка туянса чухăна юлатпăр-и? Пĕчĕк парне пама вăй çитерейместпĕр-и? Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине паллă тума хатĕрленнĕ май, ветерансемпе уйрăмах тимлĕ пуласчĕ. Медицина ĕçченĕсен кашнин патне çитсе ватăсен сывлăхне тĕрĕслемелле. Вăрçă паттăрĕ вăл е ку эмеле шыраса Шăмăршăна çити ан çỹретĕр _ килне илсе пырса парсан чĕререн тав тăвĕччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса кашни ялтах палăксем лартнă. Шел те, хăшпĕр çĕрте вĕсем тĕссĕрленнĕ, йĕри-таврашне тирпейлемен. Çакна вырăнти администраци пуçлăхĕ те, шкул директорĕ те кураççĕ, анчах ним пулман пек иртсе каяççĕ. Масар çинче фронтовик вил тăприйĕ юхăннипе те килĕшсе пурăнаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем сахал мар. Хапха çинчи çăлтăрсене те çĕнетмелле, ăçта çук _ çыпăçтармалла. Вăрçа хутшăннă пĕр çын та ан манăçтăрччĕ. 2005 çул _ Парксемпе садсен çулталăкĕ. Çавна май кашни ялтах Çĕнтерỹ аллейисем лартсан, аван пулĕччĕ. Çак ырă ĕçе ветерансем хăйсем те хутшăнччĕр, çамрăксене хавхалантарччĕр. Шăмăршăра пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ М.А.Кожевников калани асăмран тухмасть. "Паянхи ертỹçĕсем вăрçă мĕнне пĕлмеççĕ, нихăçан та ан пĕлччĕр, - терĕ Михаил Александрович. _ Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисене манас марччĕ. Юлашки фронтовик вилмесĕр вăрçă чарăнмасть _ унăн ахрăмĕ, шăв-шавĕ пирĕн чĕресенче упранать".



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 ноября 2004
00:00
Поделиться