ШКУЛ АВТОБУСĔСЕМ - БАЗĂЛЛĂ ШКУЛСЕНЕ
"Вĕрентỹ системин реформи" проектпа килĕшỹллĕн, республика ялĕсенчи 27 шкула 2006 çул вĕçлениччен 200 пин США долларĕ ытлалăх вĕрентỹ обрудованийĕ килсе çитмелле. Ял шкулĕсене реструктуризацилени ялти нумай социаллă проблемăсене татса пама пулăшĕ. Президентăн "Шкул автобусĕ" программи _ вĕрентỹри çĕнĕлĕхсен тĕп пайĕ. Çак программăпа килĕшỹллĕн, республика бюджетĕнчен 163 автобус туянма укçа уйăрнă. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче республикăна 27 çĕнĕ шкул автобусĕ килсе çитнĕ. Вăрнарти тĕп площадьре савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикинчи вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрне Г.П.Чернована автобуссем ял шкулĕсене тивĕçни çинчен çирĕплетекен сертификатсем панă. Çак шутра пирĕн районти Палтиел, Пăчăрлă Пашьел тата Шăмăршă шкулĕсем те çĕнĕ автобуссем илнĕ. Автобуссемпе "Русские автобусы Курган" суту-илỹ çурчĕ" ООО тивĕçтернĕ.