Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЛЕВ ПАДИАРОВ ЧЕМПИОН ЯТНЕ ТАВĂРЧĔ.

Иртнĕ уяв кунĕсем шахматистсемшĕн чăннипех хĕрỹ кĕрешỹре иртрĕç тени пĕрре те ỹстерсе калани мар. Чỹк уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче Шăмăршăра спортăн ку енĕпе район чемпионачĕ пулса иртрĕ. Вун икĕ спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Пĕринчен тепри вăйлăрах. Л.Падиаров, И.Старшов, Н.Куприянов, Г.Никитин - çак хушаматсемех кĕрешỹ çивĕч пулассине систерчĕ. Çак йышрах _ пĕлтĕрхи "шахмат королĕ" С.Кудрявцев. Турнира пуçласа хутшăнакансем _ иккĕн: Шăмăршăри Р.Ефремов тата Виçпỹрт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул вĕренекенĕ М.Ахметов. Малтанхи кун шахматистсем виçĕ тур иртерчĕç. Тỹрех калас пулать: пĕрремĕш куçарусем тусанах шахмат хăмисем çинчи тытăçусем хĕрнĕçемĕн хĕрме тытăнчĕç. Пĕрремĕш тура С.Кудрявцев (Шăмăршă), В.Кутин (Шăмăршă), Л.Падиаров (Виçпỹрт Шăмăршă), Г.Никитин (Шăмăршă), Р.Ефремовпа И.Старшов (Шăмăршă) çĕнтерỹсемпе вĕçлерĕç. Иккĕмĕш тур та кăсăклă иртрĕ. Виççĕмĕш тур хыççăн Р.Ефремов пĕртен-пĕр лидер пулса тăчĕ, пĕр партие те выляса ямарĕ. Çавăн пекех, И.Старшовпа Л.Падиаров 2,5 очко, В.Кутинпа Г.Никитин икшер очко пухма пултарчĕç. Тен, призлă вырăнсемшĕн малалла шăпах вĕсем тупăшĕç? Анчах та васкар мар-ха: шахмат - хăйне евĕрлĕ вăйă, унта кĕтменлĕхсем чылай. Иккĕмĕш кунхи тăваттăмĕш тура спортсменсем пысăк çĕкленỹпе пуçларĕç. Шел, хальхинче кăмăла пăсаканни те пулмарĕ мар: виçĕ тур хыççăн виçĕ çамрăкăн аллисем усăнчĕç пулас _ пĕри те палăртнă вăхăта килсе çитмерĕç, кайран та кĕтни кăлăхах пулчĕ. Çавăнпа вĕсемпе тĕл пулмалла пулнă шахматистсене ирĕксĕрех очкосем "парнелемелле" пулчĕ... Тăваттăмĕш турта Г.Никтинпа В.Кутин хушшинчи тĕл пулу чи малтан вĕçленчĕ. Хальхинче Никитин вăйлăрах пулчĕ. Çакăн хыççăнах С.Кудрявцев, Л.Падиаров, В.Кудряшов (Шăмăршă) хăйсен активне пĕрер очко хушрĕç. Пиллĕкмĕш турта вара Р.Ефремов, Г.Никтин, И.Старшов, В.Кудряшов, П.Борисов (Шăмăршă) палăрчĕç. Юлашки тур умĕн турнирта Г.Никтинпа Р.Ефремов 4-шар очко пухса лидерсем пулса тăчĕç, Л.Падиаровпа И.Старшовăн вара çуршар очко сахалрах. Çавăнпах ĕнтĕ юлашки тĕл пулусем уйрăмах çивĕч иртесси палăрчĕ: мĕншĕн тесен, пĕр пĕчĕк йăнăш та пысăк çухату патне илсе пыма пултарать. Уйрăмах кăсăклă, хăйне майлă самант: юлашки турнирта, турнир графикĕпе килĕшỹллĕн, шăпах лидерсен вăй виçмелле пулчĕ. Кам кама, хăшĕ хăшне? Лидерсем тем тусан та "çĕнтерỹ кайăкне" алăран вĕçертесшĕн мар. Анчах темле тăрăшсан та хăма çинчи лару-тăру вăл е ку енне çаврăнмарĕ: Ефремовпа Никитин пĕр-пĕрне мирлĕ алă тăсса пачĕç. Хальхинче И.Старшов В.Кутинран выляса илчĕ. Пĕлтĕрхи чемпион С.Кудрявцев Н.Куприянова парăнтарчĕ. Анчах çакăнпа çеç чемпион ыйтăвĕ татăлмарĕ-ха. Пурте В.Кудряшовпа Л.Падиаров хушшинчи тĕл пулу мĕнле вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Сăлтавĕ вара çук мар: хăма çинче пĕр тан, çивĕч кĕрешỹ пычĕ. Кам вăйлăраххи палăрмасть те палăрмасть. Вăйă никам çĕнтерейменни патне пыратчĕ. Анчах та опытпа ăсталăх хăйсен ĕçне турĕç-турĕçех: темиçе хутчен район чемпионĕ пулнă Лев Николаевич юлашки самантра тенĕ пек татăклă куçăм турĕ. Çавах та, кам-ха районăн кăçалхи "шахмат королĕ?" Кунта каллех интереслĕ самант тухса тăчĕ: харăсах тăватă çын пĕрпек очко пухнă иккен. Чемпионат Швейцари системипе иртнĕрен, итогсене те çак меслетпех пĕтĕмлетме тиврĕ. Çапла майпа вара Л.Падиаров чи нумай очко пухрĕ, тăватă çул иртнĕ хыççăн район чемпионĕн титулне каялла тавăрчĕ, куçса çỹрекен кубока тивĕçрĕ. Саламлатпăр сире, Лев Николаевич _ шахмат арăсланĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться