Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХУМХАНĔ ШĂМĂРШĂ "ТИНĔСĔ" .

ĔÇМЕЛЛИ шыв ыйтăвĕ çĕр çинче яланах çивĕч тăнă. Хамăрăн Чăваш Енре те, çырма-çатрасем нумай пулин те, лайăх пахалăхлă ĕçмелли шыв питех те сахал. Çавна пулах чир-чĕр те сарăлать, этем пурнăçĕ вăхăтсăр кĕскелет. Ахальтен мар ĕнтĕ нумаях пулмасть Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В,Федоров "Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен" Указ йышăннă. Указра республикăра пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе 2005 çулта Чăваш Республикин бюджетĕнчен 500 миллион тенкĕрен кая мар укçа уйăрма тата федераци бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ çăл куçĕсене явăçтарма палăртнă. Çỹлте асăннă Указа пурнăçласа, 2005 çулта Шăмăршă районĕнче çав тери пысăк калăпăшлă ĕç тума тивет. Хырла çырми çинче _ Палтиел ялĕ тĕлнелле _ 426 гектар йышăнакан шыв хранилищи тума палăртнă. Проектне "Чăвашгипроводхоз" Институт туса хатĕрлеме килĕшнĕ. Мĕнлерех пулĕ-ха Шăмăршă "тинĕсĕ"? Ĕçмелли шывпа хамăр çеç усă курăпăр е кỹршĕ районсем те илĕç? Çак ыйтупа пирĕн корреспондент район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе, ял хуçалăхĕпе строительство управленийĕн начальникĕпе В.Н.НИКИФОРОВПА тĕл пулса калаçнă. Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ тĕллевлĕ программăра пирĕн района суйласа илни _ пысăк ăнăçу, - тенĕ В.Н.Никифоров. _ Шыв хранилищи пулмалли вырăнта инженери шыравĕн ĕçĕсене пурнăçланă ĕнтĕ, топографи планне те туса хатĕрленĕ, инженерипе геологи тĕлĕшĕнчен никĕсленĕ. Хальхи вăхăтра гидроузел валли документаци хатĕрлес ĕç пырать. Гидроузел плотинаран, çурхи шыва юхтарса кăлармалли водосброснăй сооруженипе водозаборнăй сооруженирен тăрĕ. _Владимир Николаевич, гидроузел пулмалли вырăнта вăрман кашласа ỹсет-çке... _Чăнах та, 253,6 гектар вăрмана _ унта ытларах çулçăллă йывăçсемпе вĕтлĕх вырнаçнă _ касма тивет. Куншăн ытлашши пăшăрханма кирлĕ мар, ĕçмелли шыв ыйтăвĕ район халăхĕшĕн çивĕчрех ыйту шутланать. _Шыв хранилищин пĕтĕмĕшле лаптăкне асăнтăмăр-ха. Вăрăмăшĕпе тарăнăшĕ еплерех пулĕç? _Тăршшĕ 5 километр, вăтам тарăнăшĕ 3 метр та 73 сантиметр пулмалла. Гидроузелăн сметăпа пăхнă хакĕ _ 50 миллион тенкĕ. Ĕç калапăшĕ, чăнах та, çав тери пысăк. 810 пин кубометр ытла çĕр ĕçĕсем пурнăçламалла, 463 кубометр ытла бетон, 2 пин кубометр ытла тимĕр бетон хумалла, 7 пин кубометр ытла тимĕр бетон конструкцие пухмалла тата ытти те. Гидроузела хута ярсан, Шăмăршă районне çеç мар, патăрьелсене те ĕçмелли шывпа тивĕçтерме май килĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться