Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНЕЛЕТ, ИЛЕМЛЕНЕТ ПАШЬЕЛ.

"Пирĕн центр", - теççĕ Чукал тăрăхĕнче пурăнкансем Пăчăрлă Пашьел ялĕ пирки. Ку вăл чăннипех те çапла. Чиркỹллĕ ялта таврари чи пысăк шкул пулнă, кашни эрнерех пасар кĕрленĕ, участок больници ултă-çичĕ ялти чирлĕ çынсене сыватнă. Халĕ те Пăчăрлă Пашьел ялĕ общество инфраструктури аталанăвĕн шайĕпе ку тăрăхри ялсенчен маларах тăрать. Иртнĕ эрнере эпир Пăчăрлă Пашьелĕнче пулса куртăмăр, ял пурнăçĕпе интереслентĕмĕр. 1. Ял пурнăçĕ çаплалла ЯЛ администрацийĕ тирпейлĕ кăна йывăç çуртра вырнаçнă. Çулла умри пахчара чечексем илем кỹрсе ешеретчĕç, "Чи лайăх чечек клумби" ята тивĕçнĕшĕн пашьелсене Шăмăршăри Акатуйра район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата укçан преми парса хавхалантарнăччĕ. Пăчăрлă Пашьел ялĕ вара "Районти чи илемлĕ ял" ята çĕнсе илчĕ. Тен, çак ята кăштах аванспа та пачĕç пулĕ, тăрăшакансен кăмăлĕсене çĕклес тени те пулман мар-тăр. Анчах юлашки çулсенче Пăчăрлă Пашьел районти чи илемлĕ ялсен шутне çирĕппĕн кĕнине курмасăр тăма май çук. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Д.Матвеев мана хăш-пĕр цифрăсемпе паллаштарчĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче 444 хуçалăх, 1080 çын пурăнать. Çав шутра 306 пенсионер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем _ вунпĕрĕн, вăрçăра вилнĕ салтаксен арăмĕсем _ виççĕн. Паян пурăнакан вăрçă паттăрĕсен йышĕ пысăк маррине шута илсе, вĕсене ятран асăнса тухар: А.И.Гармонщиков, Н.С.Кудряшов, П.В.Кудряшов, Н.С.Симендеев, М.П.Шаталкин, П.П. Шаталкин, А.С.Кудряшов, И.Н.Сачков, Н.Х.Никитин, В.Н.Долгов, И.Н.Мандрюков. Салтак арăмĕсем çаксем: О.С.Кудряшова, Е.К.Улюкина, Е.Ф.Падюкина. Ял администрацийĕ вĕсен пурнăçĕпе яланах интересленет, май пур таран пулăшма тăрăшать. Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи 210 хуçалăх паян çут çанталăк газĕпе усă курать. Çак уйăхра тата 20 çурта газ кĕртеççĕ. Ялти клуба пĕлтĕрех газ кĕртнĕ пулсан, ытти учрежденисене халлĕхе электричествăпа ăшăтаççĕ-ха. Газ кĕртме проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе панă. 2. Ỹсрĕ, ларчĕ çĕнĕ çурт... ПАЯНХИ çăмăл мар пурнăçра çурт-йĕр çавăрма çăмăл маррине пурсăмăр та лайăх ăнлантапăр. Апла пулин те, ялта çурт лартакансем сахал мар. Кăçал ку енĕпе Пăчăрлă Пашьел районта хăйне майлă рекорд тунă: 17 çĕнĕ çурт тата 33 хушма çурт ỹссе ларнă. В.Долгов, А.Анисимов, Н.Муллин, С.Иванюков, Т.Кузьмина, И.Угарин тата ыттисем туса лартнă çуртсем яла илем кỹреççĕ. Çурт лартма патшалăхран ссуда илнисем те пур, ытларахăшĕ вара хăйсен укçи-тенкипе усă курнă. Ял çыннисем йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, аш-какай тата сĕт сутаççĕ. Мускава е çурçĕр енне кайса укçа тăвакансем те сахал мар. Укçана ĕçлемесĕр ниçта та памаççĕ, тенкĕ çумне тенкĕ хушса ял çынни çурт-хуралтă çавăрать, газ кĕртет. 3. Ачуна çурат, хăвна савăнма... ЫТТИ ялсенчи пекех, Пăчăрлă Пашьелĕнче те демографи лару-тăрăвĕ савăнтарсах каймасть. Кăçал кунта 9 ача çеç çуралнă, тĕрлĕ сăлтава пула 23 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Ялти "Асамат кĕперĕ" ача садне электричествăпа ăшăтаççĕ. Ăшă та тирпейлĕ кунта, хуларинчен пĕрре те кая мар. Садика 30 ача çỹрет. Вăтам шкулта та вĕрентме тата воспитани пама условисем çителĕклĕ. Шкул директорĕн заместителĕ Г.Г.Угарина пире компьютерсемпе пуян информатика кабинечĕпе (класри кашни ачана пĕр компьютер тивет!), çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă столовăйпа савăнсах паллаштарчĕ. Шкулăн автобус пур, унпа ачасем тĕрлĕ çĕре экскурсие çỹреççĕ, тавракурăма пуянлатаççĕ. Г.Г.Угарина каланă тăрăх, çывăх вăхăтра шкула тепĕр автобус уйăрса пама шантараççĕ. Шкулта 284 ача пĕлỹ илет. Вĕсене пысăк опытлă, ăста учительсем вĕрентеççĕ. Юлашки çулсенче ача сахал çуралнине шута илсен, тепĕр темиçе çултан шкул умне çивĕч проблема тухса тăма пултарать. Манăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи çамрăк çемьесене йыша ỹстерсех пыма сĕнес килет. Кил-çурт ача-пăча сассипе илемлĕ мар-и-ха, тăвансем?



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 ноября 2004
00:00
Поделиться