ХАСТАРЛĂХ ПЫСĂК ПУЛЧĔ
Анат Чаткасра пурăнакансем "Таса çул" акцие хутшăнса Патирекрен яла çити тăсăлакан аслă çул хĕррине хыт-хураран тастарĕç. Çак ĕçе ялти учрежденисенче ĕçлекенсемпе пĕрлех ял çамрăкĕсем тата шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç. Яла тирпей-илем кỹрессишĕн тăрăшса, чиркỹ йĕри-таврашĕнче йĕрке тунă, чечексем акма-лартма çĕр чавса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ялти паркра 1 пин тĕп йывăç лартнă.
"Шăмăршă хыпарĕ"