ХАЛĂХ ХИСЕПĔ - ЧИ ХАКЛИ
Анатолий Степанович Малеева эпĕ килĕнче тĕл пулăп тесе шутланăччĕ. Пенсири çын ăçта кайтăр-ха: вăй çитнĕ таран картишĕнче кĕштĕртетмелле е алла кĕнеке тытса диван çинче канса выртмалла. Ĕмĕр тăршшĕнче нумай ĕçленĕ, ватлăхра кăштах кансан та юрĕ. Йăнăшнă иккен эпĕ: Анатолий Степанович пенсие тухсан пĕр кун та килте ларман, паян та шкулта _ ачасем хушшинче ĕç ветеранĕ. Яш каччă пекех çăмăл шăм-шаклăскер, çынпа чунне уçса ăшшăн калаçаканскер, хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкраххăн курăнать вăл. Пуçĕ çинчи кĕмĕл çỹç пĕрчисем çеç Анатолий Степанович пурнăçра хурапа шурра нумай курнине çирĕплетеççĕ. Калама кăна вĕт: А.С.Малеев ялти учителĕн йывăр та пархатарлă ĕçне кỹлĕннĕренпе 48 çул çитнĕ. Унăн малтанхи вĕренекенĕсем халĕ хăйсем те асатте е асанне пулнă ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, çулсем малаллах шăваççĕ. Шкулти тăхтав вăхăчĕпе усă курса, Анатолий Степановичпа истори кабинетĕнче калаçса лартăмăр. Ачалăхĕпе çамрăклăхне, шкулта ĕçленĕ çулсене аса илчĕ вăл. _Эпĕ Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă, - терĕ А.С.Малеев. _ Ачалăхăм та, çамрăклăхăм та çăмăл иртмерĕç. Выçăллă-тутăллă çỹренине, çие тăхăнма тум, урана тăхăнма атă-пушмак пулманнине аса илес те килмест. Ялти шкулта вĕреннĕ чухне Екатерина Григорьевна Тридворнова (Чашкина) учительница мана яланах тăрăшуллă пулнишĕн мухтатчĕ, вăл хистенипех хам та учитель пулма тĕллев лартрăм. Шкула лайăх паллăсемпе пĕтерсен, Патăрьелĕнчи педучилищĕне кайса кĕтĕм. Кунта та çăмăл пулмарĕ, пуринчен ытла пурăнма йывăрри нушалантаратчĕ. Ялтан 55 çухрăмра вырнаçнă Патăрьелне çуран çỹренине ăçтан манайăн? Урара _ калуш, хĕлле _ кăçатă... Пурпĕрех тăрăшса вĕреннĕ, чăн-чăн çын пулассишĕн çуннă. Патăрьелĕнчи педучилищĕне пĕтерсен, салтака илчĕç. Çартан таврăнсан Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм, ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти пединститутăн истори факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Тăван шкулти вун-вун учителе, пуринчен малтан вара Александр Иванович Гармонщикова чи ырă туйăмсемпе аса илетĕп. Шкулăн паянхи коллективĕ те _ çирĕп те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ. Пăчăрлă Пашьел шкулĕ ĕлĕкренпех таврара ырă ятлă пулнă, халĕ те малтисен шутĕнче. Ахальтен мар ĕнтĕ Пĕтĕм тĕнчери банксем хушшинчи проектра çĕнтернĕшĕн шкула "базăллă шкул" ят пачĕç, çĕршер пин тенкĕлĕх компьютер техникипе тивĕçтерчĕç. Анатолий Степановичпа калаçатăп та, вăл хăй вĕрентекен истори, право, обществоведени предмечĕсене чĕререн юратнине туятăп. Çак предметсем çăмăллисен шутĕнче мар вĕт-ха, учителĕн питĕ нумай пĕлме, вулама тивет. Ачасем çĕршыв историне тĕплĕн пĕлччĕр тесен, фактсене пăсса _ улăштарса кăтартма юрамасть, кашни самана тапхăрнех тĕрĕс çутатса пама тăрăшмалла. А.С.Малеев пек ăста историксем районта нумай мар, çакна районти вĕрентỹ управленийĕнче те çирĕплетрĕç. "Пăчăрлă Пашьел шкулĕн учителĕсем пурте компьютерпа ĕçлеме пĕлеççĕ", - терĕç мана. Çав шутра _ А.С.Малеев та. Историпе кассетăсем тата компакт-дисксем чылай, вĕсенчи пуян материалсемпе вĕренекенсене паллаштармалла. А.С,Малеев _ ялти хисеплĕ çын. Ватти-вĕтти ăна пуç тайса саламлать. Мăшăрĕпе _ ялти больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Фаина Яковлевнăпа иккĕшĕ _ икĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсене савăнтарса мăнукĕсем çитĕнеççĕ. Анатолий Степанович _ ылтăн алăллă ăстаçă та. Вăл тытса туман ĕç те çук пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен çурчĕ темиçе çул хушши ĕнтĕ "Районти чи лайăх килти хуçалăх" ята чыслăн тытать. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, районти чи паллă педагогсенчен пĕри Анатолий Степанович Малеев паян 70 çул тултарать. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, хаклă Анатолий Степанович!