Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АННЕ ЧĔРИ - ЧИ ЫРРИ

РАЙОН администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕ шкулсенче "Анне чĕри" ятпа вырăсла çырнă сочиненисен конкурсне ирттернĕ. Комисси пурĕ 77 ĕçе пăхса тухса чи лайăххисене суйласа илнĕ. Сочинени çырас тĕлĕшпе Анат Чаткас, Кивĕ Чукал, Пăчăрлă Пашьел тата Чукал вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем уйрăмах пултаруллă пулнине палрăтнă. Конкурса виçĕ номинаципе ирттернĕ: "Пĕтĕмпех анне çинчен", "Манăн анне çавăн пек" тата "Пурнăç илемĕ _ сан çинче". Пĕрремĕш номинацире Надежда Ильичева, Полина Андреева, Анастасия Еремеева, Светлана Симурзина (Чукалти вăтам шкул), Лилия Габитова (Палтиелĕнчи вăтам шкул) тата Ирина Ухтиярова (Анат Чаткасри вăтам шкул), иккĕмĕш номинацире Елена Захарова (Анат Чаткасри вăтам шкул) тата Елена Уськина (Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул), виççĕмĕш номинацире Мария Борзова, Ирина Мишкина, Анна Иванова (Кивĕ Чукалти вăтам шкул), Алексей Зиновьев (Анат Чаткасри вăтам шкул) çĕнтернĕ. Çак ачасен сочиненийĕсене комисси республикăра иртекен конкурс валли суйласа илнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 ноября 2004
00:00
Поделиться