ÇАМРĂК УЧИТЕЛЬСЕН СЕМИНАРĔ
ÇАК кунсенче район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕ Виçпỹрт Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта çамрăк учительсен черетлĕ семинарне ирттернĕ. Çакна палăртмалла: районта виçĕ çул хушши шкулта ĕçлекен учительсем вун пиллĕкĕн. Вĕсем пурте _ хамăр районта çуралса ỹснĕ çынсем. Кăçал кăна аслă вĕренỹ заведенийĕсене пĕтернĕ икĕ çамрăк учитель хăйсен тăван шкулĕсенче ĕçлеме пуçланă. Семинара хутшăнакансем малтан Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнчи Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн музейĕпе паллашнă. Çавăн пекех Владимир Бараев-Сĕркке поэт-патриот тата СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев кун-çулĕпе паллаштаракан экспонатсем те учительсене питĕ килĕшнĕ. Çак шкулта "Раççейри чи лайăх учитель" ята тивĕçнĕ А.А.Семенов та ĕçлет. Александр Анатольевич ирттернĕ уçă урокра учительсем çав тери кăмăллă пулнă. 30 çул ытла биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен З.В.Левашкина хăйĕн пуян опычĕпе паллаштарнă.