Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇНЕ КУРА - ХИСЕПĔ

Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти Г.Г.Угарина _ коллективри чи опытлă педагогсенчен пĕри. Галина Григорьевна çак шкулта 1976 çулта, Шупашкарти пединститутăн химипе биологи уйрăмне пĕтернĕ хыççăн, ĕçлеме пуçăннă. Юратнă ĕçе çулран-çул чунтан парăнса туса пынă вăл, пĕрле ĕçлекен педагогсем ăна пулăшсах пынă. Темиçе çултан Г.Г.Угарина ĕç опытне самаях пуçтарнă, унăн вĕренекенĕсем биологипе тата химипе шкулта кăна мар, районта та лайăх результатсемпе палăрма пуçланă. Пăчăрлă Пашьел шкулĕнче вĕренекенсем районти олимпиадăсенче лайăх пĕлỹ кăтартасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче йĕркеленĕ хими олимпиадинче Света Корчакова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Василий Савельев вара республикăри экологи олимпиадинче лайăх результатпа палăрнă. Галина Григорьевна шкул лесничествине те ертсе пырать. Вĕренекенсем вырăнти лесничествăна пулăшаççĕ, çулленех республикăри çамрăк вăрманçăсен слетне хутшăнаççĕ. Вĕсем республика шайĕнчи мероприятире теорипе практикăн тĕрлĕ конкурсĕсенче яланах пысăк ăсталăх кăтартаççĕ, пашьелсем пурнăçланă заданисене жюри членĕсем чи лайăх балсемпе хаклаççĕ. Юлашки 5 çул хушши вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнса пыраççĕ. Командăри пултаруллă ачасене ятран асăнса хăварас килет. Вĕсем _ Василий Савельев, Верăпа Люба Савгабинасем, Олеся Кучерова тата Николай Судуков. Г.Г.Угарина районти учительсен конкурсĕсене те хутшăнать. Конкурсри заданисене пурне те ăнăçлă пурнăçласа, 2001 çулта вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. кун хыççăн Галина Григорьевна республикăри учительсен конкурсĕнче те вăй виçрĕ. 30 педагог хушшинче пиллĕкмĕш вырăна тухни, паллах, Пăчăрлă Пашьел учительницине пысăк сум кỹчĕ. Галина Григорьевна кашни урока шỹллĕ методика шайĕнче ирттерет. Педагогикăри тата предметри çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшать, çак тĕллевпе ятарлă литература нумай вулать. Районти педагогсем умĕнче кăтартуллă уроксем те парать. Ĕçтешĕсем Г.Г.Угаринан уçă занятийĕсене яланах лайăхпа палăртаççĕ. Ĕçне кура _ хисепĕ. Галина Григорьевнăна _ аслă категориллĕ учительницăна _ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн Хисеп грамотисем те пур. Г.Г.Угаринана вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те питĕ хисеплеççĕ. Ял-йыш умĕнче те унăн ячĕ сумлă. 2003 çултанпа Галина Григорьевна шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен заместителĕнче вăй хурать. Çак тивĕçе те тỹрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçлама тăрăшать пултаруллă педагог. Юрий Васильевичпа Галина Григорьевна Угаринсем 4 ача çуратса ỹстереççĕ. Аслă вĕренỹ заведенийĕсем пĕтерсе, Ирина _ юрист, Татьяна химик-фармацевт дипломĕсене илнĕ. Алена ял хуçалăх академийĕнче вĕренет. Кĕçĕнни _ Алексей _ 8-мĕш класра пĕлỹ пухать, ашшĕ-амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 октября 2004
00:00
Поделиться