Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇЧЕН ХАЛĂХ САВĂНЧĔ.

Шăмăршă район пуçлăхĕн В.П.Фадеевăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче ял ĕçченĕсен кĕрхи уявĕ _ ярмăрккă пулса иртрĕ. Унта пырса курма пире те йыхрав хучĕ ячĕç. Вара эпĕ, нумай шутласа тăмасăрах, кĕрхи ярмăрккăна кайса килме шутларăм. Уяв Шăмăршă çумĕнче пĕлтĕр ятарласа тунă ипподромра пулса иртрĕ. Уява ирттермелли вырăна чăннипех те питĕ тĕплĕн шутласа йĕркеленĕ. Ир-ирех асфальт сарнă ятарлă çул хĕррипе харпăр-хăйĕн тата район суту-илỹ лавккисем йĕркипе вырнаçса тухнă. Унта пурнăçра кирлĕ кирек мĕнле япалана та туянма пулать. Автомашинăсене тăратма ятарласа асфальт сарнă лаптăк хатĕрленĕ. Чылаях пысăк çеремленнĕ лаптăк _ ярмăрккана килнĕ çынсене канса çỹреме, пĕлĕшĕсемпе тĕл пулса чуна йăпатма. Унта нимĕнле транспорт хатĕрĕ те кĕрсе чăрмантармасть. Ывăнса канма ипподром çумĕнчи çивиттиллĕ вырăнта лармалли саксем ретĕн-ретĕн вырнаçнă. Хырăм выçсан вĕри апат çырткалама кафе те çавăнтах. Пĕр сăмахпа каласан, пурне те вырăнлă, пурне те çын валли палăртса тунă вĕт-ха çак лапамра! 10 сехетре праçник пуçланнине пĕлтерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, çак йывăр лава 20 çула яхăн туртакан В.П.Фадеев пуçтарăннă халăха кĕрхи ĕçсене тĕпрен илсен вĕçленĕ пирки чĕререн саламларĕ тата çак уява СССР халăх артисчĕ, пирĕн ентеш В.Н.Яковлев çуралнăранпа 65 çул çитнине халаланнине пĕлтерчĕ. Вăл чаплă артистăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, ăна "Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панине пĕлтерекен хăйăва çыхса ячĕ. Шупашкартан килнĕ артистсем, районти илемлĕ пултаруллăх коллективĕсем çак ятпа халăха хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Малалла вара ЧР лаша спорчĕн федерацийĕн ертỹçи В.И.Максимов юртăпа чупакан лашасен ăмăртăвĕ пуçланни çинчен хыпарларĕ. Ăмăртăва хутшăнма Чĕмпĕртен, Хусантан, Шупашкартан лашасем илсе килнĕ. Çапла вара, уяв Шăмăршăсемшĕн кăна мар, кỹршĕллĕ облаçсемшĕн те кăтартуллă пулчĕ. Çак ăмăртура яланхи пекех Шăмăршăсем малти вырăна тухрĕç. Çакăнтах район çамрăкĕсем футболла тата волейболла выляса вăй виçрĕç. Уява хутшăнма республикăн Культура министрĕн çумĕ В.С.Бондарев, Президент администрацийĕн ертỹçин çумĕ В.И.Максимов, Çĕмĕрле, Комсомольски, Патăръел район пуçлăхĕсем килнĕ. Çаксем пурте Шăмăршă районĕпе унăн ертỹçин республикăри авторитечĕ пысăк шайра пулни çинчен калаççĕ. Ярмăрккăна ял хуçалăх кооперативĕсем хăйсем туса илнĕ апат-çимĕçе халăха сутма илсе тухни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Каçчченех савăнчĕ Халăх, хăйĕн çу каçипе çĕклесе çỹренĕ йывăрлăхне илсе пăрахнăнах туйрĕ вăл. Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна каласа хăварам: чăннипех те тăрăшса хатĕрленнĕ уява. Уяв вырăнĕ Шăмăршăран инçех пулмасан та, халăха автобуспа турттарассине йĕркелени хуçасем çынсемшĕн тăрăшнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Хамăр районтан тухнă сумлă çынсене район халăхĕпе пĕрле чыслани В.П.Фадеевăн ятне тата та сумлăрах тăвать. Эпĕ _ хамăн ĕмĕрте чылай курнă çын, хамăр районăн ятлă-сумлă çыннисене çакăн пек пысăк шайра чысланине пĕрремĕш хут куртăм, чунтан савăнтăм. Малашне çакăн пек чыславсем ытларах пуласса шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 октября 2004
00:00
Поделиться