Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Хама çитĕнтернĕ сăваплă Шăмăршă çĕрне чун-ч&#277

 Çак ята пĕлмен çын республикăра та çук пулĕ. Республикăра çеç мар, Яковлева Мускав та пĕлет. СССР, РСФСР тата Чăваш халăх артисчĕ, "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕ, РСФСР тата Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ... Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин хăй Мускаври Кремльте В.Н.Яковлева алă тытса ăшшăн саламланă, унăн кăкăрĕ çине çĕршыв премине панине çирĕплетекен знак çакса янă. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ тата илемлĕх ертỹçи, Виçпỹрт Шăмăршăра çуралса ỹснĕ В.Н.Яковлев 65 çул тултарчĕ. Район администарцийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев йышăннипе, асра юлмалли çак куна районта чăн-чăн уяв пек паллă турĕç. Иртнĕ шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи ипподромра кĕрхи ярмăркка пулса иртрĕ, унăн программипе килĕшỹллĕн чăн малтан СССР халăх артистне Валерий Яковлева чаплă лару-тăрура чысларĕç. ...Ипподром çийĕн илемлĕ кĕвĕ юхать, тăван Шăмăрша, унăн мухтавлă çыннисене халалланă сăвă-юрă янăрать. Чăваш наци тумне тăхăннă чипер çамрăксем хисеплĕ çынсене _ район администрацийĕн пуçлăхне В.П.Фадеева тата юбиляра _ СССР халăх артистне В.Н.Яковлева çăкăр-тăварпа чысларĕç. _Районăн ĕçчен çыннисем, хаклă ентешĕмсем! - терĕ чăн малтан сăмах илнĕ В.П.Фадеев. _ Паян эпир хамăрăн мухтавлă ентешĕмĕре, Чăваш театрĕн Улăпне, тăван халăхăмăрăн ятне-хисепне çỹлĕ шая çĕклессишĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпех ырми-канми тăрăшакан Валерий Николаевич Яковлева чыслатпăр. Валерий Николаевич _ халăх юратакан чăн-чăн артист, район мухтавĕ. Унăн сумлă ячĕсем питĕ нумай, çак ятсем çумне паян тепри хутшăнĕ _ ăна эпир "Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят пама йышăнтăмăр. Валерий Петрович район депутачĕсен Пухăвĕ В.Н.Яковлева çак хисеплĕ ята памалла тунă Йышăнăва вуласа парсан, вун-вун çын тăвăллăн алă çупрĕ. Юбиляра çавăн пекех Чăваш Республикин культура, нацисен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.С.Бондарев, "Карлинская" агрофирма" ЗАО генеральнăй директорĕ И.М.Абсалямов, Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем сунчĕç. Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" халăх фольклорĕн ансамблĕ (илемлĕх ертỹçи _ Е.Муравьева), К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Н.Яковлева, А.Кутузова, Н.Смородинова, Л.Федорова, Н.Кириллова, Н.Пыркин юбиляра юрă-ташăпа савăнтарчĕç. "Мускавра та чысларĕç, Шупашкарта чысларĕç. Питĕ хытă юратнăран Шăмăрша йыхравларĕç. Путин та чысларĕ, Федоров та чысларĕ. Питĕ хытă юратнăран Фадеев та мухтарĕ!"- чун-чĕрене, кăмăл-туйăма çĕклесе янăрарĕ артистсем хайланă шỹтлĕ такмак. Шỹт-шỹт те, чăнлăх пурах _ В.Н.Яковлева эпир пурсăмăр та юрататпăр, çамрăк артистсем унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Акă, чунтан хумханнă юбиляр хăй сăмах илчĕ. _Эсир мана çакăн пек чыс-хисеп туни вăл,-терĕ В.Н.Яковлев, - манăн ĕмĕр тăршшĕнче тунă ĕçĕме пысăк хак пани. Хама çитĕнтернĕ сăваплă Шăмăршă çĕрне, тăван Шăмăршă халăхне чун-чĕререн тав. Ан тив, паянхи ярмăрккара кашни çын чĕринче хут купăс янăратăр, кашни çын тăван районшăн тата та тăрăшарах ĕçлеме хавхалану илтĕр. Валерий Николаевич хăйĕн юратнă юррине _ "Ăçта каян, чĕкеç" юрра çав тери илемлĕ юрласа пачĕ те, ун хыççăн Шăмăршăри Культура Керменĕ çумĕнчи артистсем "тилхепене" тытрĕç. В.Павлов ăста ертсе пынипе, кашни номерех чаплă пулчĕ. "Антонина" халăх ташă ансамблĕ, А.Баскакова, Н.Зулкарниева, Е.Муравьева тата ытти юрăçсем уява илем кỹчĕç. Ярмăрккана килнисем вара çакăн пек чаплă уяв туса панăшăн Шăмăршă район администрацине чĕререн тав турĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 сентября 2004
00:00
Поделиться