ЭХ, ЯРМĂРККА, ЯРМĂРККА, САВĂНТАРТĂН ХАЛĂХА...
Ипподромри ял хуçалăх ярмăркки ирех пуçланчĕ те, кăнтăрла иртнĕ хыççăн та чылайччен тăсăлчĕ. Кунĕ те ытармалла мар илемлĕччĕ те, ярмăрккана килекенсем те йышлăн пулчĕç. Ретĕн-ретĕн лартса тухнă тулли автомашинăсем çинчи тарават сутăçсем уй-хирте çитĕнтернĕ тата фермăсенче туса илнĕ продуктсене сĕнеççĕ. Акă, "Агродор" ООО тулă, пыл тата утă сутать. Хакĕсем тем чул пысăк мар: лайăх тасатнă типĕ туллăн килограмĕ 3 тенкĕ, пылăн килограмĕ _ 100, пĕр тонна утă 1500 тенкĕ тăраççĕ. Киров ячĕллĕ СХПК тулă, аш, пыл, çăнăх, "Луч" хуçалăх тырăпа утă тата тислĕк, вăрман хуçалăхĕ штакетник илсе килнĕ. Ытти хуçалăхсем те тырă, аш-какай, тислĕк сĕнеççĕ. Пуянкассисем кăмăллă: утă-улăмпа тислĕке киле леçсех параççĕ. Ярмăрккана предпрнимательсем те кар тăрсах тухнă. Шăмăршăри райпо сутуçисем те ывăничченех тавар сутрĕç çак кун. Район администрацийĕ ярмăрккана килекенсене тỹлевсĕрех автобуспа тата "Газель" микроавтобуспа турттарса тăма йышăнни те халăх кăмăлне çĕклерĕ, çавна май çитмĕлти-сакăрвуннăри ватăсем те уявра савăнма пултарчĕç. Х Х Х СССР халăх артистне "Шăмршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ят панă тата унăн юбилейне чысласа йĕркеленĕ культура мероприятийĕсем вĕçленсен спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Яланхи пекех, чи пĕлтерĕшли тата кăсăкли _ урхамахсен ăмăртăвĕ. Кỹмепе чупса мала тухассишĕн тупăшма хальхинче кỹршĕллĕ Тутарсстанпа Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, хамăр республикăри кỹршĕллĕ районсенчен те килсе çитнĕ. Унччен, сăмах май, çакна та каласа хăварар. Çак уяв умĕн, маларах, Чĕмпĕрти ипподромра урхамахсен "Гильдеец" призĕсене çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртусене шăмăршăсем те хутшăннăччĕ. Унта, сăмахран, А.Максимов "Дерби" çĕнтерỹçи пулса тăнă, "Элита" приза çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех, "Чи вăйлисем" текен ушкăнра, 1600 метрлă дистанцире, малти вырăнсене пĕтĕмпех шăмăршăсем йышăннă, "Педагогика" (И.Матвеев), "Чудесный" (А.Каргин), "Форсунья" (А.Максимов), "Нил" (А.Максимов) ыттисем валли нимĕнле шанăç та хăварман. Çавăнпа, хальхи ăмăртусенче те камсем çĕнтересси малтанах паллăччĕ темелле. Пĕринчен тепри вăйлăрах урхамахсем тухрĕç старта, çавна май вĕсем кăтартнă результатсем те улшăнсах тăчĕç. Юлашкинчен вара финала икĕ турпа ирттерме тиврĕ. Малтанхи тапхăрта малти вырăна тухса тĕп призсене Хусан хăнисем _ арăмĕпе упăшки Иринăпа Сергей Бакуринсем тата Шăмăршăри И.Матвеев çĕнсе илчĕç, вĕсен "Размен", "Азиат", "Хорезм" урхамахĕсем чи лайăх вăхăт кăтартрĕç. Иккĕмĕш тапхăр та хĕрỹ кĕрешỹре иртрĕ. СССР халăх артисчĕн призĕсене хальхинче И.Матвеев (Шăмăршă, "Чудесный"), Л.Кошкин ("Форсунья") тата А.Каргин ("Диплом") тивĕçрĕç. Вĕсене ентешĕмĕр хăйĕн ячĕллĕ кубоксемпе тата асăнмалăх парнесемпе _ тĕрĕллĕ чăваш кĕписемпе чысларĕ. Ăмăрăтăва юлан утçăсем те килсе çитнĕ. Тăваттăн пулчĕç вĕсем. Хальхинче 1600 метрлă çаврăмлă дистанцие Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Н.Мешков чи малтан вĕçлерĕ. Кивĕ Шăмăршăри А.Семеновпа "Карлинский" агрофимăри П.Ильинăн лашисем _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш, Кивĕ Шăмăршăри Ю.Кудряшов тăваттăмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Юлан утçăсем те парнесене тивюçрĕç. Урхамахсен чупăвĕсĕр пуçне уявра ытти спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Волейбол туринирĕнче, акă, хĕрарăмсен ултă команди хушшинче чи вăйлисем Палтиел, Карапай Шăмăршă ялĕсен администрацийĕсен, Шăмăршăри ДЮСШ командисем чи вăйлисем пулчĕç. Арçынсенчен вара виçпỹртшăмăршăсем, пуянкассисемпе чаткассем çĕнтерчĕç. Мини-футбол турнирне 12 команда хутшăнчĕ. Ку тĕлĕшпе чи вăйлисем _ ДЮСШан пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата Анат Чаткас çамрăкĕсен командисем.