КАШЛАТĂР ШĂМĂРШĂ ВĂРМАНĔ!
Вăрман ĕçченĕсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничийĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçипе Г.В.ЕРМОЛАЕВПА тĕл пулса калаçнă. _Геннадий Валентинович, вырăссен аслă писателĕ Антон Павлович Чехов "вăрмансем çĕр питне илем кỹреççĕ", - тенĕ. Чăнах та, вăрманлă, шăпчăк юрриллĕ Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнас килсех тăрать, чун-чĕрере хавхалану çуралать. Калăр-ха, пуян-и пирĕн Шăмăршă вăрманĕ, ун пуянлăхне ỹстерес тесе вăрманçăсем мĕн тăваççĕ? _Эсир Чехов писателе аса илтĕр пулсан, эпĕ ун сăмахне малалла тăсам: "...лăпкă çилпе хумханакан черченке шурă хурăна курсан, чунра темле мăнаçлăх çĕкленет". Тахçан Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ чухне çак сăмахсене дендрологи кабинетĕнче пысăк саспаллисемпе çырса çапнине ас тăватăп. Пуянлăх пирки калас пулсан, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче вăрмансем 26124 гектар йышăнаççĕ. Çав шутра хырпа чăрăш йывăççисем 60 процента яхăн йышăнаççĕ.Ытти йывăçсенчен ăвăспа хурăн тата çăка пысăкрах лаптăк йышăнаççĕ. Юман _ нумаях мар. Вăрманта çырла-кăмпа пуçтараççĕ, уçланкăсенче утă çулаççĕ, милĕк хатĕрлеççĕ тата ытти те. Вăрман пуянлăхне ỹстерес тесе ĕçлеместпĕр мар: çулленех 110 гектартан кая мар хырпа чăрăш хунавĕсене лартатапăр, вĕсем лайăх чĕрĕлччĕр тесе тăрăшатпăр. _Вăрмана чир-чĕртен хỹтĕлес тата чи хăрушă тăшманран _ вут-кăвартан сыхлас тĕлĕшпе те вăй хумастăр мар ĕнтĕ... _Çăва тухсанах пирĕншĕн çав тери хĕрỹ тапхăр пуçланать. Сỹнтермен пĕр пирусран е шăрпăкран, юраман çĕрте чĕртнĕ пĕчĕк кăвайтранах пушар тухсан вун-вун гектар вăрман çунма пултарать вĕт-ха. Кунашкал хăрушă тĕслĕхсем пирĕн тăрăхра вăтăр çул ытла пулман пулин те, сыхлăха пĕр самант та чакарма юрамасть. Турра шĕкĕр те, юлашки виçĕ çул хушшинче Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн территорине "хĕрлĕ автана" пĕрре те кĕртмерĕмĕр. Вăрман хуçалăхĕнчи виçĕ лесничествăра та пушара хими майĕпе сỹнтерекен станцисем (ПХС) ĕçлеççĕ, пурне те транспортпа тата ятарлă техникăпа тивĕçтернĕ. Виçĕ вышка çинче яра кунах дежурствăра тăраççĕ, пурин те раци пур. _Ĕлĕкрех вăрманти картунсене "тĕттĕм вырăн" теттĕмĕр, вĕсене электричествăпа та, телефон та кĕртменччĕ. Мĕнлерех пурăнать-ха паянхи лесник? _Пирĕн 15 картун, пурне те электричество кĕртнĕ. Кăçал Палтиел лесничествинче "Ульяновский" картуна хута ятăмăр. Паянхи лесниксенчен чылайăшĕн сотовăй телефон пур. Ахаль телефон вара кашни картунта тенĕ пекех. Лесниксен тĕп тивĕçĕ _ вăрмана сыхласси, çамрăк хунавсем лайăх çитĕнччĕр тесе тăрăшасси. Чăнах та, браконьерсем халĕ ĕлĕкхи пек йышлă мар, анчах кукăр алăллă çынсем тупăнаççĕ. _Шăмăршăри питомник республикăра ырă ятлă тенине те пĕрре çеç мар илтнĕ... _Хамăрăн питомникра эпир çулленех 2 миллион тĕпе яхăн хырпа чăрăш хунавĕ çитĕнтеретпĕр. Шăмăршă вăрманне çĕнетсе пынисĕр пуçне кашни çулах ытти облаçсемпе республикăсене те çамрăк хунавсем сутатпăр. Кăçал, акă, Ярославль облаçĕнчен тата Тутарстанран килсе пиншер тĕп хунав туянчĕç. Вăрман хуçалăхне _ хушма укçа. _Ĕçри мĕнпур ăнăçлăха кадрсем татса параççĕ. Сирĕн вăрман хуçалăхĕнче те тăрăшуллă çынсем сахал мар ĕнтĕ. _Çапла, хастар çынсем пирĕн патăрта та чылай. Палтиел лесничествинчи иккĕмĕш обход лесникĕ М.Козлов, виççĕмĕш обход лесникĕ Р.Азмуков, вуннăмĕш обход лесникĕ Р.Абейдуллов, Шăмăршă лесничествинчи вуннăмĕш обход лесникĕ М.Куряков, Чукал лесничествинчи Г.Черновпа В.Малеев тата ытти юлташсем ырă сăмахсене тивĕç. Шăмăршă лесничествинчи В.Максимов мастер та вăтăр çул ытла вăрман хуçалăхĕнче тăрăшать. Р.Абейдуллов, В.Петьков, З.Гадиев, Р.Шаммасов, Н.Фадеев, Н.Малеев, В.Малеев тата Н.Белов лесниксене кăçал "Вăрман сыхлавĕнче 10 çул хушши тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн" знакпа наградăлама тăратрăмăр. Пирĕншĕн канмали кун çук _ вăрмана талăкĕпех сыхламалла, ешĕл пуянлăх çитес ăрусем валли те юлтăрччĕ тесе тăрăшмалла. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ вăрман ĕçченĕсене тата пирĕн хисеплĕ ветерансене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, йывăр ĕçре чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх, пурнăçра ăнăçусем, çирĕп сывлăх сунатăп.